Ырлăх вырăнне - хурлăх

19 Янв, 2016

Наркополицейскисен кану кунĕсенче те канлĕх çук. "Шурă вилĕм" сутакансем киревсĕр ĕçне тума чарăнмаççĕ.

Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕсем Шупашкарта марихуанăпа сутă тунă çамрăка тытса чарнă. Курăка вăл хăйех акса ÿстернĕ. Унăн плантацийĕ республикăри районсенчен пĕринче вырнаçнă. Пакунлисен куçĕ тĕлне лекичченех вăл наркотике çав тăрăхра пытарса усранă.

Наркополицейскисем çамрăкран виçĕ килограмм ытла марихуана туртса илнĕ, ăна 15 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Рубрика: