Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани

15 Янв, 2016

Хисеплĕ журналистсем, издательсем тата полиграфистсем!

Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

2016 çул Чăваш Ен журналисчĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ - «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 110 çул çитет. Чăваш журналистикин никĕслевçи Николай Васильевич Никольский çапла каланă: «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ».

Хаклă туссем! XXI ĕмĕрте çак пехиле упраса хăвармалла! Информацие республикăра пурăнакансем патне обћективлă тата оперативлă илсе çитересси сирĕн профессионализмпа яваплăхран килет. Ку вара пирĕн çынсем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнле туясси, регионти тата пĕтĕм çĕршыври обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне упраса хăварасси тĕлĕшпе питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Хăвăрăн статьясемпе сюжетсенче эсир Чăваш Енре пурăнакансен ĕçри çитĕнĕвĕсем çинчен куллен каласа паратăр, çемье хаклăхĕсене тата ĕçе юратассине пропагандăлатăр.

Сире, сăмах ăстисене, хăвăрăн ĕçе чунпа тата чĕрепе парăннă çынсене, тĕллеве пурнăçлама ăнтăлнăшăн, принциплăхшăн, тÿрĕ кăмăллăхшăн чунтан тав тăватăп. Шăпах эсир тăрăшнипе республикăра уçă информаци политики пурнăçланать, влаçпа общество хушшинче конструктивлă çыхăну йĕркеленнĕ. Çак çыхăну патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене Чăваш Енре пурăнакансене кирлĕ йышăнусене вăхăтра тума май парать.

Сирĕн ĕçе Раççей шайĕнче те пысăка хурса хаклаççĕ. Чăваш Енри чи пысăк икĕ телерадиокомпани представителĕсен пĕрлехи «Çакăнтан - тăван кил патне» проектне Пĕтĕм Раççейри «ТЭФИ-Регион» 2015 телекурав конкурсĕнче «Телекуравăн документлă фильмĕ» номинацире чи лайăххи тесе йышăннă.

Анчах сирĕн ĕç тухăçлăхне çирĕплетекен тĕп кăтарту - республика тата районсен хаçачĕсен тиражĕ упранса юлни, теле- тата радиоаудитори йышĕ пысăкланни.

Чăваш Ен Правительстви малашне те сире пур енĕпе те пулăшса пырĕ, сирĕн шухăша шута илĕ. Журналистсене, полиграфистсене тата издательсене хавхалану, пултарулăх ĕçĕнче çĕкленÿллĕ кăмăл, ăнăçусем тата аталану сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.