“Пĕрмай - малалла!” чĕнÿпе ĕçлекенскер

15 Янв, 2016

Ачаранпах лайăх пĕлнĕ ĕç яланах хăй патне туртать, тупăш кÿнипе пĕрлех хавхалантарать те. Акă Елчĕк районĕнчи Курнавăшри Александр Мясников çĕре тата ял хуçалăхне мĕн пĕчĕкренех юратнă: малтан аслисене пахчара пулăшнă, каярахпа 1 гектар çинче тĕрлĕ çимĕç ÿстерсе сутнă.

Паллах, çĕр ĕçĕ çăмăл мар, çапах Александр Анатольевич йывăрлăхсенчен хăрамасть, вĕсене çĕнтерме ăнтăлать, çавăнпах ĕнтĕ вăл 2008 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Тăрăшуллăскер ялта пурăнакансен пай çĕрĕсене арендăна илнĕ, çав çулах 25 га çĕрулми, 35 га тырпул акнă. Тухăç лайăх пулни малалла ĕçлеме хавхалантарнă. Хальхи вăхăтра фермер 140 га çĕрпе усă курать: çав шутран 50 га çинче "иккĕмĕш çăкăр” çитĕнтерет, ытти - çурхи тулă.

Ÿркенменни /ХФХ ертÿçи - хăех агроном та, бухгалтер та, водитель те/, кашни ĕçе агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса тата вăхăтра туни, кирлĕ техникăна туянни, çĕр пулăхне лайăхлатса пыни ырă витĕм кÿретех: 2015 çулта пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан 30 ытла центнер пулнă, çĕрулмин - 308 центнер. Юлашкинчен асăннă кăтарту - Елчĕк районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕсен хушшинче чи лайăххи. Çакна пĕлтĕр ял хуçалăх ĕçченĕсен районти уявĕнче те палăртнă, Александр Мясников çĕрулми çитĕнтерес ĕçри малта пыракан технологисемпе анлăн усă курнине, ку енĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине асăннă. 2014 çулта пуçаруллă фермера районти ХФХсен хушшинче ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн диплом парса чысланă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.