Взяткăпа çакланнă

14 Янв, 2016

РФ Следстви комитечĕн Республикăри следстви управленийĕн ĕçченĕсем взятка илнĕ тепĕр тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.

Хальхинче вĕсен аллине Раççейри алкоголь рынокне тĕрĕслесе тăракан службăн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи управленийĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ çакланнă. 28-ти специалист сăра тата çавăн йышши алкоголь шĕвекĕсен производствипе тавар çаврăнăшĕ тĕлĕшпе саккуна пăхăнассишĕн яваплă пулнă.

Следстви тата суд палăртнă тăрăх, 2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче вăл пĕр фирма директорĕнчен 200 пин тенкĕ взятка илнĕ. Куншăн тĕрĕслев актĕнче йĕркене пăснă пур тĕслĕхе те кăтартмасса, çапла майпа пĕчĕк штраф çеç тÿлеттерессе шантарнă. Ĕç вырăнĕпе усă курса пуяс шухăш тытнăскере çирĕп режимлă колоние 7 çуллăха ăсатма йышăннă. Çавăн пекех унăн 2 миллион тенкĕ штраф тÿлемелле пулĕ. Кунсăр пуçне вăл патшалăх органĕсенчи тата муниципалитет влаçĕнчи ĕçе 2 çул вырнаçаймĕ. Приговор вăя кĕмен-ха.

Рубрика: