Саккуна пăснине вĕсем курмăш тумаççех

12 Янв, 2016

I Петĕр патша 294 çул каялла Павел Ягужинские прокурора уйăрса лартнă май ун пирки «акă манăн куç, унпа эпĕ пĕтĕмпех курăп» тенĕ-мĕн. Çавăнтанпа прокуратура пирки «патша куçĕ» теççĕ. «Пĕтĕмпех куракан» прокуратура органĕсен ĕçченĕсем иртнĕ ытларикун хăйсен професси уявне паллă турĕç. Чăваш Ен прокуратурин ĕçченĕсене праçник ячĕпе саламлама ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килчĕ.

Уяв историпе çыхăннă та - пухăннисене Чăваш Енĕн 90 çул тултарнă прокуратурин кунçулне аса илтерни вырăнлă пулчĕ. Хăй вăхăтĕнче çак орган халĕ Шупашкар заливĕ йышăннă вырăнта пулнă виçĕ хутлă çуртра вырнаçнине астăвакансем те пур. Пирвайхи прокурор вара Александр Лбов пулнă. Палăртма кăмăллă: хăй вăхăтĕнче вăл чăвашла пирвайхи хаçата, «Хыпара», кăларма та тÿрремĕнех хутшăннă. Шел те, саккунлăх хуралçисене хăйсене те хĕрхенмен - 1937 çулта Лбова репрессиленĕ. 30 çул - ссылкăсенче. 56-мĕш çулта тин таса ятне тавăрнă. Ун хыççăнхи прокурорсене те çакнашкал шăпа кĕтнĕ - Владимир Анчикова, Андрей Назарова... Улатăрта çитĕннĕ Константин Горшенин вара 43-мĕш çулта Совет Союзĕн Генпрокурорĕн должноçне йышăннă - мăнаçланмалăх пур...

Прокуратурăн паянхи ăрăвĕн ĕçĕ те курăмлă. ЧР прокурорĕ Сергей Легостаев хăйĕн сăмахĕнче вăл ертсе пыракан тытăм граждансен ĕç укçипе çыхăннă парăмĕсене татас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланине пайăррăн палăртрĕ. Çынсенчен 4 пин ытла заявлени йышăннă, 130 млн тенкĕ парăма таттарнă. Должноçри 400 ытла çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă, уголовлă ĕçсем те пур.

Çавăн пекех ЖКХ сферинче саккунсене пурнăçлас, предпринимательсен прависене хÿтĕлес, инвалидсене, ачасене хÿтлĕх парас тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Федераци саккунĕсене пăснипе çыхăннă 30 пин ытла тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă, вĕсене пĕтермешкĕн судсене 7 пине яхăн ыйту тата тавăç тăратнă - пĕтĕмпе 365 млн ытла тенкĕлĕх.

Ахальтен мар ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та граждансем прокуратура органĕсене шанасси çуллен çирĕпленсе пыни çинчен пайăррăн каларĕ. Вăл ĕç тăвакан влаç органĕсем прокуратурăпа тачă çыхăну тытса ĕçленипе те кăмăллă. 2015 çулта Чăваш Енре 90 саккун йышăннă, Министрсен Кабинечĕн 500 ытла йышăнăвне кăларнă, Михаил Васильевич хăй 200 ытла указа алă пуснă. Çак документсенчен кашнинех прокуратурăпа килĕшсе хатĕрленĕ. Çакă, М.Игнатьев палăртнă тăрăх, «йăнăшасран сыхланма пулăшать». Çавна май вăл прокуратурăн пай пуçлăхне Денис Васильева тата пай прокурорне Сергей Кабуркина хăйĕн Тавĕпе наградăларĕ, Чăваш Ен символикиллĕ сехетсем парнелерĕ.

Тепĕр тесен наградăсем йышлă пулчĕç. Тĕп хулари Мускав районĕн прокурорĕ Александр Толстов кăкăр çине çакмалли «РФ прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕ» палла тивĕçнĕ. ЧР прокурорĕн аслă пулăшуçи Ирина Семенова - «РФ прокуратуринчи лайăх службăшăн» палла. Чысланисен списокĕ вăрăм - пурне те асăнса пĕтереймĕн. Çапах «Хыпар» хаçатăн çывăх тусĕсем пирки каламаллах. Пĕри - ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов. Пирĕн хаçатпа тачă çыхăну тытаканскере «Хыпар» вулаканĕсем лайăх пĕлме тивĕç. Тепри вара - прокурорăн МИХсемпе çыхăну тытакан аслă пулăшуçи Элина Трусова. Пресс-служба пуçлăхĕ хаçатпа туслă пулмасан епле-ха?! Вĕсем РФ прокуратурин наградине - «Руденко медальне» - тивĕçнĕ. Саламлатпăр! Сăмах май, Нюрнберг процесĕнче СССР енчен патшалăх айăплавçи пулнă прокурор ячĕллĕ медале Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа туса хунă. Çапла вара Сергей Петровичпа Элина Николаевна - асăннă наградăпа хавхалантарнă пирвайхи çынсен йышĕнче.

Прокуратура ĕçченĕсене çавăн пекех федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ыттисем саламларĕç. РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов трибуна умне тухнă май ĕçтешĕсене /СК йĕркелениччен хăй те прокурор пулнă вĕт/ кĕскен саламланине сăлтавласа «наградăсене çума васкамалла» тесе шÿтлерĕ-ха, анчах ку артистсене чăрмантармарĕ - уяв илемлĕ концертпа вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ