Ырă та таса шухăшлавлă

12 Янв, 2016

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Александр Федоровăн куравĕ уçăлчĕ. 50 çул тултарнă юбиляра саламлама Чăваш Республикин Культура министерствинчен, ЧР Художниксен союзĕнчен, Чулхула облаçĕнчи Болдиноран килсе çитнĕ. Уявра ÿнерçĕн ашшĕ Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров та сăмах каларĕ:

- 21-мĕш ĕмĕрти художникăн ĕлĕкхисенчен уйрăлса тăмаллах. Вăл - самана çыравçи, унăн пултарулăхĕ хăй пурăннă вăхăта сăнарлать.

Санкт-Петербургран килнĕ живописецăн Владимир Кожевниковăн шухăшĕ те интереслĕ:

- Экспозиципе паллашнă май ăна ирĕксĕрех иртнĕ ĕмĕрти художниксен виççĕмĕш хутра вырнаçтарнă ĕçĕсемпе танлаштартăм. Мĕнех, Саша аслисене, чаплисене кĕллисенченех пусса пырать. Мăнкăмăлланса каймасан пултарулăхне малашне те ÿстерсех пырĕ.

Юрий Броницин поэт выставка вăхăтĕнче çуралнă экспромчĕсемпе паллаштарчĕ. Курав уçăлнă хыççăн та халăх саланмарĕ, Александр Федоров ĕçĕсемпе чылайччен паллашрĕ: çапла ĕнтĕ вăл чăн-чăн искусство - хăй патне туртать.

Рубрика: