- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăк хунав çул çинче таптанать
Çапла калас килетçул çинчи инкек -синкек пирки. Статистика кăтартăвĕ чуна çÿçентерет. Пирĕн çĕр-шывра иртнĕ вунă уйăхра çеç аварире 21 пин çын вилнĕ, 212 пинĕн аманнă. Автоаварисен 80 ытла проценчĕ водительсем правилăсене пăснăран пулнă: пысăк хăвăртлăхпа пынă, хирĕç килекен транспорт енне тухнă, çул хĕресленнĕ вырăнта тимлĕхе çухатнă тата ытти те. Чăваш Енре çулсеренех 2 пин ытла çын çул çинчи синкерте суранланать, 300-е яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Ку тĕнчерен вăхăтсăр кайнисен 40 проценчĕ - 25 çула çитмен яшсемпе хĕрсем, ачасем. Хăрушă!
Хисепсемпе малалла паллаштарас тăк - çак уйăхăн пĕрремĕш çурринче кăна пирĕн республикăра çуран çÿрекен 6 çыннăн /çулталăк пуçланнăранпа - 205/ пурнăçĕ татăлнă, 37-ĕн аманнă. 41 аварирен çуррине яхăнăшĕ çуран çÿрекенсен айăпне пула сиксе тухнă: вĕсем ятарлă паллă çук çĕрте çул урлă каçнă, трасса хĕррипе утнă. Ÿсĕр çынсен явапсăрлăхĕпе пулнă инкек те пĕрре çеç мар. Çуран çÿрекенсем ытларах тĕттĕм вăхăтра транспорт айне лекнине палăртмалла /27 тĕслĕх/. Çавăнпа ÇÇХПИ ĕçченĕсем ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕсен тумĕ çине йăлтăртатакан хут çыпăçтарма, хăю çыхма, ятарлă брелок туянса пама сĕнеççĕ, çул çинче уйрăмах ытлари кунпа юн кун тимлĕрех пулмаллине асăрхаттараççĕ. Çитĕннисем те фликерсемпе усă курни айккинчен тĕкмĕ. Ачасем ытларах 12 сехетрен пуçласа кăнтăрла иртни виçĕ сехетчен тата ĕç кунĕ вĕçленсен шар кураççĕ.
Çул çинчи инкексенче тĕнчере куллен 3 пин çурă çын вилет, ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлакансен хисепĕ темиçе теçетке хут ытларах. Çивĕч çак ыйту кашнинех шухăшлаттарма тивĕç. ПНОн тĕп ассамблейи 2005 çулта йышăннă тăрăх - чÿк уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕ - Çул çинчи аварисенче куç хупнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Ку çул вăл чÿкĕн 17-мĕшĕнче пулчĕ. Ун чухне ÇÇХПИ ĕçченĕсем тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Çав кунах Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пил панипе чиркÿсенче çул çинче вилнисене асăнса кĕлĕ вуланă. Пахомий атте Шупашкарти Гагарин урамĕнчи час-часах авари пулакан лаптăка сăвапланă, Мускав тата Пĕтĕм Раççей патриархĕ Кирилл чĕнсе каланине вуланă. Водительсем кăçалхипе иккĕмĕш хут пĕр вăхăтра авари сигналĕсене пилĕк минутлăха çутнă.
- Комплекслă мероприятисем ирттернипе аварисен шутне те, хур курнисен хисепне те чакарма май килчĕ. Вĕсене малашне те йĕркелĕпĕр, анчах ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Кашни çыннăн пурнăçĕ хаклă, - терĕ ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов нумаях пулмасть иртнĕ пресс-конференцире.
Тĕп инспектор шухăшĕпе - водительсем, уйрăмах руль умне тин кăна ларнисем, психологи тĕлĕшĕнчен хатĕрленсе çитеймеççĕ. Владимир Геннадьевич водителе вĕренмелли курссем икĕ уйăх кăна тăсăлни питĕ сахал пулнине, стаж виçĕ çула çитменнисем ытларах инкек кăларса тăратнине палăртрĕ. Айăпли хăш автошкулта вĕреннине шута илеççĕ, çав учрежденисене тĕрĕслеççĕ.
Тĕрлĕ ыйтăва хускатнă май Владимир Романов малашне скутерсемпе, мопедсемпе правасăр ярăнма юраманнине, «В» тата «С» категорисен удостоверенийĕллĕ пулмашкăн 17 çултисен экзамен тытма ирĕк пуррине, анчах документа 18 тултарсан çеç илейнине пĕлтерчĕ. «Д» категорие кĕрекен транспортпа чупма 21 çултан çеç ирĕк пуррине аса илтерчĕ. Унпа çав ÿсĕмччен çарта усă курнă пулсан та.
Калем ăстисем управлени ĕçченĕсем çул-йĕр правилисене пăсни пирки сăмах хускатрĕç. «Пĕр качака пĕтĕм кĕтĕве варалать» тенешкел, Владимир Романов ÇÇХПИ ĕçченĕсен хушшинче те çулталăкри пĕтĕм ĕçе пăсса хуракансем пуррине çирĕплетрĕ. Вĕсен тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннине, явап тыттарнине пĕлтерчĕ.
ÇÇХПИ ĕçченĕ-и е ахаль граждан-и - килтен тухсан эпир пурте водитель, çуран çÿрекен е пассажир. Инкек никама та тиркемест. Пирĕнтен кашниех тимлĕ пулсан, çумри çынна хисеплесен çеç инкеке сирме пултарайăпăр.
Елена ТРОФИМОВА.
Комментировать