Çемьери туслăха спорт çирĕплетет

10 Янв, 2016

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче спортăн хĕллехи тĕсĕсен республика центрĕн йĕлтĕр базинче ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн спорт çемйисен хушшинче йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта пурĕ 63 спорт çемйи, йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем, ветерансем хутшăннă.

Тупăшăва савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков хутшăннă. «Кам ăмăртăва килнĕ, йĕлтĕр сырнă – вĕсем чăн-чăн çĕнтерÿçĕсем! 2016 çул тăршшĕпех çакăн пек вăй-халлă пулма сунатăп». - тенĕ Михаил Васильевич сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене. Çемьесен ячĕпе Васильевсем сăмах каланă. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри тата республикăри ăмăртусенче пĕрре кăна мар çĕнтернĕ. Çемье пуçĕ Алексей Васильев Республика Пуçлăхне тата йĕлтĕр спорчĕн уявне йĕркелекенсене чĕререн тав тунă. Кăçалхи ăмăртăва çĕнĕлĕх те кĕртнĕ. 17 çула çитеймен виçĕ ачаллă çемьесем те хутшăнма пултараççĕ тупăшăва. Çĕнтер?çĕсемпе призĕрсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе,  республикăри спорт сооруженисене çÿремелли сертификатсемпе чысланă.

А.ГРОМОВА

 

Рубрика: