Пăр керменĕ асамлăхпа асра юлĕ

7 Янв, 2016

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче "Шупашкар-Арена" Пăр кермене республикăри тĕрлĕ ялпа хулара пурăнакан 4 пин ача пухăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Елкине çакнашкал пысăк ушкăнпа уявларĕç.

Çĕнĕ çулпа чи маттур. пултаруллă. хастар ачасене асамлă уяв парнелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. анчах кăçалхи Елка раснарах иртрĕ.

Хĕл Мучипе Юрпике вĕрен?ре. спортра. общество пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрса тăракан шăпăрлансем валли хаваслă та пуян программа хатĕрленĕ. Республика Пуçлăхĕ вара - парнесем. Хăш-пĕр маттурскере - пылак çимĕçсен хутаççи кăна та мар, темиçе ача Михаил Игнатьев аллинчен "Ĕçпе хÿтĕленĕве хатĕр!" Пĕтĕм Раççей физкультура-спорт комплексĕн ылтăн паллине илме пултарчĕ.

Екатеринбургран килсе çитнĕ артист-спортсменсем "Пăр çинчи щелкунчик" спектакльпе Пăр кермене ăшăлăхпа та асамлăхпа тултарчĕç. Вĕсем эрешлесе ярăннă май калăпланă сăнарсем ачасен асĕнче яланлăхах тăрса юлĕç.

Ирина ПУШКИНА