Михаил Игнатьев районсен ертÿçисемпе тĕл пулнă

4 Янв, 2016

Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Молотковпа тĕл пулса калаçнă. Çав кунах вăл Улатăр тата Элĕк районĕсен ертÿлĕхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

Муниципалитетсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене, 2016 çулхи тĕп тĕллевсене сÿтсе явнă çĕре ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем хутшăннă. Канашлусенче муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр ресурсĕсемпе усă курассин, çурт-йĕр строительствин, вĕренÿ тата сывлăх сыхлавĕн, ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх программисене пурне те тухăçлăн пурнăçа кĕртмеллине палăртнă. "Хамăр ума пысăк тĕллевсем лартмалла тата вĕсене чăна çавăрма тăрăшмалла", _ тенĕ Михаил Игнатьев.  

Элĕк районĕн ертÿлĕхĕпе йĕркеленĕ канашлура 2016 çулта çав районта ирттерме палăртнă Республика кунне тата Акатуя мĕнле хатĕрленнине те пăхса тухнă.

И.НИКОЛАЕВА