Промышленноç комплексĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

29 Дек, 2015

Раштавăн 29-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче промышленноç комплексĕн 2015 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетес ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта республикăри 40 ытла пысăк предприяти пуçлăхĕ хутшăнчĕ. Çулталăка ăнăçлă вĕçлекен предприятисен ертÿçисене производство калăпăшне чакарманшăн тав турĕ.

- 2015 çул çĕршыв экономики умне хăшпĕр йывăрлăх кăларса тăратрĕ, - терĕ. - Çапах чылайăшĕ чăрмавсене пăхмасăр ÿсĕм тума пултарчĕ. Европа санкцине пула çĕнĕ производство йĕркелесе ячĕç, ĕç тухăçлăхне ÿстерчĕç.

Лару-тăру кăткăсланчĕ пулин те инвестицин пысăк проекчĕсене пурнăçа кĕртме май килнине палăртрĕ. Экономика министрĕ Владимир Аврелькин промышленноç производствин калăпăшĕ кăçалхи 11 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан 95,2: пулнине пĕлтерчĕ, лайăх ĕçленĕ предприятисене ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕ. Республика Пуçлăхĕ канашлăва пĕтĕмлетсе промышленноç комплексĕн 2016 çулхи тĕллевĕсене уçăмлатрĕ.

Рубрика: