«Çитĕнекен ăру сирĕн ырă тĕслĕхпе хавхалантăр...»

29 Дек, 2015

Хăйĕн тивĕçне чĕре хушнă пек пурнăçлакан çын наградăшăн ĕçлемест. Чи кирли уншăн - хăйĕн ĕçне пурнăçласси. Шăпах çавăн пеккисене, хастаррисене, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн чылай çул тÿрĕ кăмăлпа республика экономикине, культурине аталантарма тăрăшнăшăн, ытти отрасльпе сферăра пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку е вăл наградăна панă май ăна тивĕçнĕ кашни çынна тăрăшулăхшăн чĕререн тав турĕ. Чыслава тивĕçнисен йышĕнче - ăсчахсем, культура ĕçченĕсем, врачсемпе вĕрентекенсем, общество хастарĕсем, муниципалитетпа патшалăх влаçĕн тытăмĕнчи ĕçченсем. Пĕтĕмпе - 34 çын.

- Çитес çул тăван республикăмăрта Ĕç çынни çулталăкĕ пулнипе палăрĕ, - терĕ Михаил Игнатьев чыславра. - Пирĕн чăваш çĕрĕ ĕçчен те маттур çынсемпе пуян. «Этем тени ĕçпе паха» текен каларăша сирĕн çинченех каланăн туйăнать. Пирĕн тĕллев - çитĕнекен ăру сирĕн ырă тĕслĕхпе хавхалантăр, ĕçе хисеплетĕр, çĕре хаклатăр. Çавăн чухне кăна ÿсĕм тума, çитĕнÿпе мăнаçланма пулать.