Михаил Игнатьев журналистсемпе тĕл пулчĕ

29 Дек, 2015

"Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе тата ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Унта 2015 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех çывăх вăхăтри тĕллевсене те сÿтсе яврĕç."

"Республика Пуçлăхĕ иртсе пыракан çул çăмăлах пулманнине, çапах вăл кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе асра юлассине пĕлтерчĕ. Çав шутра - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине анлăн паллă туни, Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" заводра çĕнĕ производство уçни, Чăваш Ене РФ Правительствин премьер-министрĕ Дмитрий Медведев, çавăн пекех Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайни, Чăваш Ен Пуçлăхне пĕтĕм халăхпа суйлани. "Манăн халăх шанăçне тÿрре кăлармаллах. Тĕп тĕллев - çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси", - терĕ Михаил Игнатьев."

"Вăл регионăн 2015 çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Прогнозпа килĕшÿллĕн промышленноç производствин индексĕ 97-98% /Раççейре 96,7%/, тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 91%, ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшĕ 105% /Раççейре - 103%/, пурăнмалли çурт-йĕре хута янин кăтартăвĕ 100,3% танлашмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев РФ субьекчĕсен ертÿçисен хушшинчи наци рейтингĕн ТОПĕнче хăйĕн позицийĕсене шанчăклăн сыхласа хăварать - çакна журналистсем тĕлпулура тепĕр хут палăртрĕç."

"Вĕсем çĕршыври политика лару-тăрăвне, Чăваш Ен Раççейĕн ытти регионĕпе, тĕслĕхрен, Крымпа, çыхăну тытнин ыйтăвĕсене тишкерчĕç. Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Крым Республики çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшĕве кăçалхи нарăс уйăхĕнче алă пуснине аса илтерчĕ. Паянхи кун вĕсем пĕр-пĕринпе культура тата суту-илÿпе экономика енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, чăваш производителĕсем хăйсен оборудованине Крымри ача сачĕсене, шкулсене, професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсене, çавăн пекех апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсене ăсатаççĕ. Çыхăнусене ачасен канăвне йĕркелес енĕпе, çавăн пекех электротехника кластерĕн предприятийĕсем хушшинче те анлăлатма планлаççĕ."

"Тĕлпулура импорта хамăрăн продукципе улăштарас тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевсене мĕнле пурнăçласа пынин, ĕç ветеранĕн ятне илме кирлĕ ĕç стажне чакарассин, Чăваш Енре туризма аталантарассин, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тытăма модернизацилессин, çĕнĕ шкулсем тăвассин ыйтăвĕсене тата ытти темăна сÿтсе яврĕç."

"2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулĕ. "Тăван республикăна тăнăçлă аталану сунатăп, экономика çирĕпленсех пырасса шанатăп", - терĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл журналистсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ."

 

Теги: