Хĕллехи праçнике - курава

28 Дек, 2015

Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнă май культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти ирттерме тытăнчĕç. Чăваш наци музейĕнче çак кунсенче «Çĕнĕ çула - музейра» проект старт илчĕ.

Хĕллехи праçниксене ха­лалланă ятарлă акци «Астăвăм çыххисем» курав уçăлнинчен пуçланчĕ. Ирина Андреева ÿнерçĕ тĕрлĕ тĕслĕ кĕççерен ăсталанă «историсенче» ача-пăча тĕнчине, çу кунĕсен илемне, ялти пурнăçа сăнланă. Сăмах май, кĕççепе ĕçлекен скульптор тĕрлĕ регионти музейсенче темиçе çул хушшинче 40 ытла курав йĕркеленĕ. Кунтах куракансем «Ача-пăча тĕнчи», «Хула хÿтĕлевçи», «Çанталăк сан çине пăхать» тата «Финн-угр пуянлăхĕ» куравсемпе паллашма пултараççĕ. Музейри çемье клубĕн хастарĕсем Çĕнĕ çул теттисене тума вĕрентĕç. Çавăн пекех çынсем валли Хĕл Мучин мастерскойĕ ĕçлĕ, «Çулталăк символĕ» ăсталăх сехечĕ иртĕ. Акци вăхăтĕнчех Сурхури уявĕпе Улах каçĕсене йĕркелĕç, халăх вăййисемпе юрă-такмак праçникĕсене çитсе курма май пулĕ. Çĕнĕ çул акцийĕ кăрлачăн 10-мĕшĕчченех тăсăлĕ.

Рубрика: