Чăваш Ен - виççĕмĕш вырăнта

25 Дек, 2015

Раççей Спорт министерстви регионсенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелессипе ирттернĕ Пĕтĕм Раççей конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Чăваш Республикин спорта аталантарас ĕçри тÿпине те палăртнă.

Чăваш Ен 2 млн яхăн çынлă субъектсен хушшинче Тюмень облаçĕпе Удмурт Республики хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă, 82 регион йышĕнче вара пирĕн регион - улттăмĕш. Çĕнтерÿçĕсене министерствăн коллегийĕн ларăвĕнче РФ спорт министрĕ Виталий Мутко чысланă. Унта ЧР спорт ведомствин ертÿçи Сергей Шелтуков та хутшăннă. Тăван тăрăха парнепе - Хисеп хучĕпе тата кубокпа - таврăннă.

Физкультурăпа спорт ĕçне 25 енпе хакланă. Уйрăмах массăллă спорт, ачасемпе çамрăксен спорчĕн, пысăк çитĕнÿсен спорчĕн, сусăррисен спорчĕн шайне, пурлăхпа техника базин пуянлăхне пахаланă.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: