ÇАНТАЛĂК

25 Дек, 2015

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран юр е йĕпе юр çăвать, вырăн-вырăнпа тĕтре карса илет, тăман вĕçтеркелет. Паян, раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче, кăнтăрла - 0-5 градус сивĕ, каçхине 1-6 градус сивĕ пулать. Ыран, раштавăн 26-мĕшĕнче, кăнтăрла та, каçхине те - 0-5 градус сивĕ. Раштавăн 27-мĕшĕнче 0-4 градус сивĕ пулать. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 8-13 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 0-4 градус сивĕ тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0-6 градус сивĕ. Хĕвел ирхине 8 сехет те 25 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 20 минутра анать. Кун тăршшĕ - 6 сехет те 55 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕн ĕçченĕ Марина Китарьева пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрне пуçламăшĕнче каллех ăшăтать, йĕпе юр е юр çума пултарать.

Теги: