Инвестици климачĕ лайăхланать

24 Дек, 2015

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна уçнă май Михаил Васильевич Наци рейтингĕн инвестици лару-тăрăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика Раççей Федерацийĕн регионĕсем хушшинче чи лайăх вунă субъекта кĕнине палăртрĕ. Çакна консолидациленĕ бюджетăн тупăш пайĕн кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ терĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, прмышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Шупашкарти «Сеспель» предприяти шĕвек, газ, тата сапаланакан материал турттарма тата упрама контейнер производствине хута яма пысăк калăпăшлă инвестици проекчĕ хатĕрленине пĕлтерчĕ. Калаçăва унăн директорĕ Владимир Бакшаев хутшăнчĕ. «Паянхи кун республика чикĕ леш енчен 90% таран танк-контейнер туянать. «Сеспель» АХО çак калăпăша палăрмаллах чакарасшăн. Проекта пĕтĕмпех пурнăçлама 200 млн тенке яхăн кирлĕ. Вăл пурнăçа кĕрсен предприяти йышĕ 51 çын хушăнмалла», - терĕ Владимир Александрович.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ыйтăва сÿтсе явма хутшăнчĕç.

В.ВАЛЕНТИНОВ.