Чăнни - чиновниксен шалăвĕ çинчен

22 Дек, 2015

"Чиновниксен шалăвĕ çуллен пысăк хăвăртлăхпа тата нумай ÿссе пырать" текен шухăш халăхра анлă сарăлнă. Чăннипе вара республикăра лару-тăру мĕнлерех?

Ĕçлĕ "БИЗНЕС Online" электрон хаçачĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх - бюджет укçине чиновниксен ĕç укçи валли тăкаклас енĕпе "Чăваш Ен чи перекетли пулса тухнă /85-мĕш вырăн/, унта аппаратчиксем кашни пин çын пуçне пĕтĕмпе те 1,6 млн тенке кăна лараççĕ". Çак кăтартусене раштавăн 12-мĕшĕнче Тутарстан Республикин финанс министрĕ Радик Гайзатуллин хăй ертсе пыракан ведомствăн тата Налук службин, Федераци казначействин Тутарстанри управленийĕсен пĕрлехи ларăвĕнче доклад тунă май слайдсенче паллаштарнă. Танлаштарма: патшалăх граждан служащийĕсем Ненец тата Чукотка автономи округĕсенче чи хаклисем - вĕсенче кашни пин çын пуçне чиновниксен аппаратне тытса тăма 216,5 млн тата 180,5 млн тенкĕ тăкакланă.

Официаллă статистика та çакна çирĕплетет. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх - Чăваш Енри патшалăх граждан служащийĕсен ĕç укçи федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕкки. 2015 çулхи 9 уйăхра республикăн патшалăх служащийĕсен вăтам шалăвĕ 32,6 пин тенкĕпе танлашнă, регион Атăлçи округĕнче 14-мĕш /юлашки/ вырăнта. Пирĕнпе юнашар - Киров облаçĕ /13-мĕш вырăн/, Мордови /12-мĕш вырăн/.

Атăлçи округĕнче чиновниксен чи пысăк ĕç укçи - Оренбург /53,1 пин тенкĕ/, Самар /52,3 пин/ облаçĕсенче. Вăтамран илсен те округри ĕç укçи чăваш чиновникĕсеннинчен 7,3 пин тенкĕ пысăкрах, Раççей чиновникĕсем вара 18,7 пин тенкĕ ытларах илеççĕ. Çĕршывĕпе регионсен шайĕнче кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче граждан служащийĕсен шалăвĕ ÿсмен, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,3: пĕчĕкленнĕ.

"БИЗНЕС Online" патшалăх служащийĕсен регионсенчи йышĕн кăтартăвĕсемпе те паллаштарнă. Анчах вăхăт иртнĕ май вĕсем кивелнĕ ĕнтĕ. Росстат нумаях пулмасть çĕнĕ цифрăсем пичетленĕ. Çапла вара Атăлçи округĕнче федерацин вырăнти тата регионсен хăйсен чиновникĕсен йышĕпе авăн уйăхĕн вĕçĕ тĕлне Тутарстан малта пулнă - 12860 çын. Чи пĕчĕк йыш Мари Элта - 3304 çын. Çак шута саккун кăларакан влаç органĕсен, суд тата прокуратура ĕçченĕсене кĕртмен.

Чăваш Ене илес-тĕк - республикăри патшалăх органĕсенче /федераци тата республика тытăмĕсенче/ авăн уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле патшалăх граждан службинче 5,5 пин çын ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле йышра - çуртсене сыхлакан хурал таранах. Патшалăх служащийĕсен 5,5 пин çынлă йышĕнче республикăн влаç органĕсен /министерствăсем, Патшалăх Канашĕ, суд влаçĕн органĕсем тата ыт. те/ тÿпи пысăк мар - 1,4 пин çын кăна. Штатпа пăхнă должноçсене 95,6%: чухлĕ комплектланă. Министерствăсемпе ведомствăсенчен çынсем пăрахса кайни те сисĕнет: кăçалхи 9 уйăхра ĕçрен кайнисем 200 çын патнелле.

Акă мĕншĕн хăшпĕр политика партийĕнчи карма çăварсем /сăмах май, вĕсем Патшалăх Канашĕн пÿлĕмĕсенче хăйсене япăх мар туяççĕ, парти ĕçĕсемпе çыхăннă "улахсене" служба транспорчĕпе каяççĕ/ республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен штачĕсем ытла та пысăк тесе шавлани чăннипех тĕлĕнтерет.

Тепĕр самант: Чăваш Ен чиновникĕсен тупăшĕсем, пурлăхĕ çинчен калакан кăтартусене тупма пĕртте йывăр мар. Вĕсене влаç органĕсен порталне, тивĕçлĕ тытăмсен сайчĕсене вырнаçтарнă. Çакна та каламалла: федерцин тивĕçлĕ саккунĕ пур, унпа килĕшÿллĕн 2016 çулта патшалăх граждан службинчи должноçсен оклачĕсене пысăклатмаççĕ. РФ субĕекчĕсем ку енĕпе хăйсем тĕллĕн йышăну тăваççĕ. Кунашкал мерăпа 2015 çулта та усă курнă. Владимир Путин пуçарăвне Чăваш Енре ырланă, 2015-2016 çулсенче чиновниксен ĕç укçине ÿстермĕç.

А.ВОЛКОВ