Логотип пур

22 Дек, 2015

Чăваш Республикин Общество палатин эмблемине хатĕрлеме пĕлтернĕ конкурса 50 ытла ĕç сĕннĕ.

Ăна çамрăксене паянхи пурнăçри ыйтусене татса пама хутшăнтарас, политикăри лару-тăрăва тĕрĕс хаклама вĕрентес, çирĕп граждан позициллĕ пулма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çавăнпа тупăшăва шкул ачисемпе вăтам професси пĕлĕвĕ паракан тата аслă шкулсен студенчĕсем хастар хутшăннă.

Общество палатин черетлĕ ларăвĕнче ĕçсене тĕплĕ тишкернĕ, чи лайăххине суйласа илсе палата логотипĕ вырăнне çирĕплетнĕ. Конкурс çĕнтерÿçине Артур Башмакова Дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

Общество палатин тата унăн аппарачĕн членĕсенчен йĕркеленĕ жюри логотиппа Палатăн официаллă эмблеми вырăнне усă курма йышăннă.

Ю.ПЕТРОВ.