9 çемье хваттерлĕ пулчĕ

22 Дек, 2015

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» программăпа килĕшÿллĕн Богдан Хмельницкий урамĕнчи 127-мĕш çуртра /2-мĕш корпус/ хваттер илнĕ Шупашкар çыннисене çĕнĕ хваттерсен уççисене панă.

«Граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçармалли программа ăнăçлă ĕçлет, çак тĕллевпе 5 млрд тенкĕ ытла куçарнă. Укçа-тенкĕ уйăрассине тивĕçтерме ансат мар, çапах та эпир мелсем тупатпăр, хамăрăн тивĕçсене туллин пурнăçлатпăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев 9 çемьене çĕнĕ хваттерсен уççисене панă. Хваттерсен хуçисен ячĕпе Лариса Соловьева çурт-йĕрпе тивĕçтернĕшĕн республика Пуçлăхне тав тунă.

Территорие аталантарасси çинчен тунă килĕшÿ тăрăх ишĕлме пултаракан 21 çурта пăсĕç. Вĕсене республикăн «Граждансене ишĕлме пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» адреслă Программăна кĕртнĕ. Çак çуртсенче 141 хваттер, бюджет укçине 150 млн тенкĕ перекетлеме май килĕ.

Рубрика: