Чăваш таварĕсене Архангельск облаçĕнче кĕтеççĕ

22 Дек, 2015

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен делегацийĕ Архангельск облаçĕнче пулнă. Северодвинск хулинчи «Карапсем юсакан «Звездочка» центр» обществăна çитсе курнă.

Унта Раççей Тинĕс-Çар флочĕн шыв айĕпе ишекен атом карапĕсене юсаççĕ тата модернизацилеççĕ. Çавăн пекех карапсем тăвакан чи пысăк комплекссенчен пĕри «Севмаш» производство пĕрлешĕвĕ» АУО ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Вĕсене Чăваш Енри предприятисем электротехника продукцийĕпе, сварка оборудованийĕпе, вĕри температурăна чăтакан эмаль-лакпа, ĕçре тăхăнмалли ятарлă тумтирпе тивĕçтерме хатĕррине пĕлтернĕ.

Çулçÿреве пĕтĕмлетме делегацие Архангельск облаçĕн Правительствинче те йышăннă. Тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников, экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкарти электроаппаратура завочĕн, «Çеçпĕл», «Технотрон», «Элкон», «Яхтинг», «Техноприбор» обществăсен ертÿçисем, облаç Правительствин Председателĕн заместителĕ Виктор Иконников, Экономика министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Олег Бачериков, çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Константин Доронин, агропромышленноç министрĕ Алексей Коротенков, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Андрей Поташев хутшăннă.

Икĕ ен ЧР Министрсен Кабинечĕпе облаç Правительстви 2014 çулхи çу уйăхĕнче суту-илÿпе экономика, наука-техника, социаллă пурнăçпа культура енĕпе хутшăнса ĕçлессипе çирĕплетнĕ килĕшÿ еплерех пурнăçланнине тишкернĕ. Ăна ĕçе кĕртмелли «çул карттине» çывăх вăхăтрах çирĕплетĕç. Облаç «карттине» Чăваш Ен делегацине парса янă.

Шупашкарти электраппаратура завочĕ килĕшĕве пурнăçласа килес çул пуçламăшĕнчен «Севмаш» пĕрлешĕве продукци ăсатма тытăнасси халех паллă. Пирĕн ытти предприяти те облаçе тавар сутĕ.

Рубрика: