- Чăвашла верси
- Русская версия
Çуни хатĕр, лаши – çук
Иртнĕ çул вĕçĕнче вĕренÿ çинчен калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртрĕç, вĕренÿ учрежденийĕсене лицензи парас йĕрке улшăнчĕ. Çĕнĕлĕхсене шута илсессĕн паян мĕн пур автошкул саккуна пăсса ĕçлет темелле. Çакна кура вĕренÿ надзорĕ вĕсен ĕçне чарма тытăннă та ĕнтĕ. Хăш-пĕр шкула тивĕçтермен условисене вара кашни вĕренÿ заведенийĕнчех тупма пулать. "Çывăх вăхăтра водителе вĕренсе алла права илме май та пулмĕ", – тесе çырать "Российская газета" хаçат.
Лару-тăрăва тишкерсессĕн вĕренÿ надзорĕ темиçе регионти автошкула суд урлă хуптарма пуçланă е пысăк суммăлăх штрафланă. Сăлтавĕ мĕнре тетĕр-и? Автошкулсен çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕ ырланă вĕренÿ программи пулмалли çинчен хамăрăн кăларăмсенчен пĕринче çырнăччĕ. Кунсăр пуçне вĕренÿри пурлăх бази тивĕçтернипе тивĕçтерменнине те патшалăх инспекцийĕн тĕрĕслесе хут çырса памалла. Автошкулсен кун пекки пулман. Тепĕр тесен, вĕсен çак условисене пурнăçлама май та çук, мĕншĕн тесен водительсене хатĕрлемелли çĕнĕ программăсене саккунпа çирĕплетмен. Вăя кĕнĕ тÿрлетÿсене те хушма актсемпе çирĕплетмелле. Вĕсене министерствăсем е правительство хăй те йышăнма пултараççĕ, анчах хальлĕхе кирлĕ документсем проектсенче çеç.
" Чăн та, реформа паян чăхăмлать, автошкулсем те йывăрлăхра. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче вăя кĕнĕ саккунпа шкулсем водительсене хăй хальлĕн вĕрентсе хатĕрлеймеççĕ. Халĕ лицензи илнĕ автошкулсенче кăна вĕренмелле. Саккун ыйтнă пек актсем хатĕр мартан лицензи те параймаççĕ. Кунсăр пуçне ятарлă вĕренÿ программисем кирлĕ. Анчах вĕсем те хатĕр мар – Юстици министерствинче регистрациленеççĕ кăна. Регистраци вĕçленмесĕр автошкулсем программăсем илеймеççĕ. Право тĕлĕшĕнчен çакăн пек килĕшÿсĕрлĕх сиксе тухать", – палăртать автошкулсен регионсен хушшинчи ассоциацийĕн президенчĕ Татьяна Шутылева.
Унăн шухăшĕпе – автошкулсем ĕçлесшĕн пулманнипе мар, кирлĕ документсем çуккипе ĕç-пуç çапла килсе тухать. Пĕр йĕркерен теприн çине куçнă тапхăрта мĕн тумаллине чи малтан ведомствăсен татса памалла. Халĕ автошкулсем тăкак тÿсеççĕ. Çак вăхăтрах хăй тĕллĕн ĕçлекен курссем ăнланмалла мар лару-тăрупа усă курса çаплипех ĕçлеççĕ, услам тăваççĕ. Кирлĕ хутсене йăлт хатĕрлесе çитермесĕр те йĕрке пулмĕ. Çакна ăнланмалла ĕнтĕ.
Кунсăр пуçне автомат коробкăллă автомашинăпа экзамен тытма та, "М" категори илме те ятарлă актсем кирлĕ. Çуркунне çитнĕпе пĕрех. Ачасем скутерсемпе, мопедсемпе категори илмесĕрех чупма тытăнĕç. Кун пек лару-тăрура аварисен шучĕ ÿсмессе кам шантарĕ? Çакă нумайăшне шухăшлаттарать, пăшăрхантарать.
Ирина НИКИТИНА
Комментировать