Президент журналистсемпе тĕл пулнă

18 Дек, 2015

Ĕнер РФ Президенчĕ Владимир Путин хамăр тата ют çĕршывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен журналистсемпе вунпĕрмĕш хут пресс-конференци ирттерчĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿснине палăртмалла. Кăçалхи пек йышли пулман - пĕтĕмпе 1400 яхăн журналист аккредитаци илнĕ. Чăваш Республикинчен унта "Советская Чувашия" хаçат, Чăваш наци телекуравĕ тата pg21.ru сайт представителĕсем хутшăннă.

Çĕршыв ертÿçи йăлана кĕнĕ тăрăх прессăна кирек мĕнле ыйту пама та чармасть, вăхăта та уйăрса палăртмасть. Кăçал Владимир Путина пĕрремĕш ыйтăва "Комсомольская правда" хаçат корреспонденчĕ Александр Гамов экономика кризисĕ çинчен панă. Ăна хуравланă чух Владимир Владимирович шÿтлесе те илнĕ. Хальхи лару-тăрăва илсен пирĕн çĕршыв экономики тулашри чылай факторпа çыхăннă. "Иртнĕ çул вĕçĕнче нефть хакĕ питĕ хăвăрт чакнăран правительствăн мĕн пуррине çĕнĕрен шутласа палăртма тивнĕ. Кăçалхи раштавра "хура ылтăн" хакĕ каллех чакса кайрĕ, çавăнпа çĕнĕ улшăнусем кĕртмелле", - тенĕ Путин.

Статистикăна тĕпе хурса Раççейре кăçалхи иккĕмĕш çур çултан лару-тăру йĕркеленни сисĕннине те палăртнă. Вăл аса илтернĕ тăрăх - çĕршывра иккĕмĕш çул тухăçлă тĕш тырă пуçтарса илеççĕ - 103,4 млн тонна. Ĕçсĕрлĕх пĕр шайра тăрать, суту-илÿре те çирĕплĕх вăйсăрланман, тулашри парăм чакать тата ыт. те. Раççейре социаллă пурнăçпа çыхăннă тĕллевсем пурнăçланаççĕ, халăх шучĕ ÿсет, амăшĕн капиталне илнĕ çемьесем 6,5 миллиона çитнĕ. Çак çул кăтартăвĕпе çыннăн пурнăç тăршшĕ вăтамран 71 çулпа танлашмалла.

Владимир Путин шухăшĕпе Раççей экономика кризисĕн тĕп йывăрлăхне тÿссе ирттернĕ. Çавах та хамăра кирлĕ тавара хамăр çĕршывра хатĕрлес, экономикăна тытса пырас, бюрократие пĕтерес, предпринимательсене пулăшас тĕлĕшпе ĕç меслечĕсене çĕнетсе тăмалла.

Çĕршыв Президентне панă ыйтусенчен нумайăшĕ социаллă пурнăçпа, политикăпа çыхăннă. Тĕслĕхрен, ертÿçĕ коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕр пулăшăвĕсен хакне çитес çул 4 процент ÿстересси çинчен пĕлтернĕ.

Правительство ĕçне мĕнле хаклани пирки ыйтсан кадрсене упрама тăрăшнине, йăнăшсем пулсан Министрсен Кабинетне çеç мар, хăйне те айăпланине палăртнă. Унăн сăмахĕ тăрăх - правительство йышĕнче палăрмалла улшăнусем пулмĕç.