Тĕрĕ ытамĕнче

12 Мар, 2014

Тĕрĕ-çĕвĕ ачаранах кăсăклантарнă ăна. «Ферма хĕрĕсем тĕрленине тантăшсемпе сăнама юрататтăмăр, – аса илет иртнине Лидия Архипова. – Кайран хамăр та йĕппе çип тытнă, вăрттăн тĕрлеттĕмĕр. Ĕçе вĕçлесен анне тин асăрхатчĕ. «Кам тĕрленĕ?» – кăсăкланса ыйтатчĕ. «Эпĕ», – теттĕм хĕпĕртесе. Тĕлĕнетчĕ хăй».

Малтанах хĕресле тĕрлеме вĕреннĕ хĕр, каярахпа – кăлачăпа. Елчĕк тăрăхĕ авалтанах тĕрĕ ăстисемпе пуян пулнă. Аслă Елчĕкре те ку енĕпе пултаруллă çын нумай. «Виталий Адюков юрăç-композиторăн аппăшĕ Зина хитре ÿкеретчĕ. Чечек, кăвакарчăн сăнарлатчĕ пир çине, – малалла тăсать сăмахне хĕрарăм. – Инкесем Александрăпа Зинаида Вастуловăсем тĕрлеме ăста. Халĕ те аллисенчен йĕппе çип ямаççĕ».

Лидия Арсентьевна Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче 41 çул ĕçленĕ. Халĕ – тивĕçлĕ канура. Юлашки вăхăтра вăл чăваш тĕррипе кăсăкланма тытăннă. Тĕп хулари Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çемье вулав центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Тĕрĕ тĕнчи» клуба çÿреме пуçланă. Ăна Надежда Кузнецова ертсе пырать. Сăмах май, ăстасем тĕрлĕ курава хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем республикăри Халăх пултарулăх çуртĕнчи «6х7» галерейăра ятарлă курав уçрĕç.

«Тĕрлеме юрататăп. Тепĕр чухне çур çĕр иртичченех ларатăп. Юрать упăшка мăкăртатмасть. Ман ÿсĕмсемпе вăл та савăнать, куравсене çÿрет. Тĕрĕ маншăн – чун киленĕç. Ĕçленĕ май канатăп, – сăмах ваклать хĕрарăм. – Çамрăк чухне чăваш тĕррине вĕренме май пулмарĕ. Ватăлсан та пулин ăна алла илнишĕн савăнатăп. Хамăн ăсталăха мăнуксене вĕрентесшĕн».

Тĕрлĕ çиппе илемлетнĕ пире тăван-пĕтенне, тус-юлташне парнелеме кăмăллать вăл. Илем тĕнчине лайăхрах ăнланма ăна мăнукĕ Маша пулăшать. Вăл Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренет. Эппин Лидия Арсентьевнăн ĕçне малалла тăсакан пурри иккĕлентермест.

Валентина МАКСИМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.