Шпалсем тăрăх - пуйăса хирĕç!

18 Дек, 2015

"Шупашкар-Мускав" пуйăс каçа хирĕç пассажирсене лартмашкăн Чăваш Ен тĕп хулин чукун çул вокзалĕ патнелле ерипен çывхарнă. Çак самантра маневр тепловозĕн машинисчĕ курах кайнă: шпалсем тăрăх пуйăса хирĕç пĕр хĕрарăм чупать!

Юрать, машинист пуйăса чарса ĕлкĕрнĕ, хĕрарăма таптассине сирсе янă. Транспорт полицийĕн сотрудникĕсем ăна, Елчĕк районĕнче çуралнă, вăхăтлăха Шупашкарта пурăнакан хĕрарăма, тытса чарнă, полицин вокзалти пÿлĕмне илсе кĕнĕ. Пăхма, тыткаларăшне кура - ÿсĕр. Хăйĕн çине алă хурасшăн пулнă иккен, пуйăс айне сикес шухăш тытнă. Çакна вăл пурнăçĕ ăнманнипе сăлтавланă. Ăна республикăн психиатри больницине ăсатма тивнĕ.

Ăнман суицид тĕслĕхĕпе транспорт полицийĕн Чăваш лини пайĕ тĕрĕслев ирттерет. Çийĕнчен йĕркелĕх хуралçисем асăрхаттараççĕ: чукун çул çинче çапла хăйĕн çине алă хума тăнăшăн хĕрарăма административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексăн 11.1 статйипе /чукун çул транспорчĕн тата метрополитен çÿревне хăрушлăх кÿрекен ĕçсем/ административлă майпа явап тыттарма пултараççĕ.