Туристсене йыхравлар: «Чăвашалла»

17 Дек, 2015

Паян, раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкарта «Çамрăксем - Чăваш Енĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеме пултаракан йышĕ» ятпа анлă форум иртрĕ. Чăваш Республикин Çамрăксен правительствин тĕллевĕ пархатарлă: хастар яшсемпе хĕрсем тантăшĕсене экономикăпа социаллă пурнăç, политика ĕçĕ-хĕлне хутшăнтарасшăн.

Форумра тĕрлĕ секци уçăлчĕ. «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокоманийĕнче иртнĕ «çавра сĕтел» «Республикăн наци брендне тăвас ĕçри çамрăксен витĕмĕ» темăпа ĕçлерĕ. Унта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, «МегаЦель» коммерциллĕ мар партнерствăн представителĕ Дмитрий Донсков усламçă эксперт пек хутшăнчĕç, чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлĕхĕн членĕ Владислав Московцев ятарлă хăна пулчĕ. Çавăн пекех секцие Чăваш Еншĕн, тăван халăх пурнăçĕшĕн вăй-халне хĕрхенмесĕр ĕçлеме хатĕр яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пухăнчĕ.

Кунтах - ЧР Вĕренÿ министерствин грантне çĕнсе илнĕ студентсен ушкăнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăс пухакан Мария Самделова чăваш открыткисем кăларни пирки каласа кăтартрĕ, Владислав Московцев Тутарстанра пурнăçа кĕртекен хăйнеевĕр проектпа паллаштарчĕ. Тутарсем хăйсен чĕлхине лайăх пĕлме кăмăл тунисене дистанци мелĕпе вĕрентеççĕ. «Тен, пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илмелле? Чăваш йăхĕнчен тухнă, анчах чĕлхене пĕлмен çамрăк республика тулашĕнче сахал мар», - сĕнчĕ вăл. Унсăр пуçне яшсемпе хĕрсем Чăваш Ене туристсене илĕртме майсем шырамаллине палăртрĕç. Паллах, ку ыйтăва влаçрисем тахçанах хускатнă. Хальхинче те Александр Иванов министр çак шухăша ырларĕ. Çул çÿреме кăмăллакансене мĕнле сăмахпа е сăмах çаврăнăшĕпе илĕртмелле-ха? «Чăваш Ене килме вăхăт», «Чăвашалла»... - терĕç пухăннисем.

Чăваш Ене Раççейре, ун тулашĕнче мĕнрен пĕлеççĕ-ха? «Акконд» фабрика пуррипе», «Букет Чувашии» ĕçленипе», - асăнчĕç яшсемпе хĕрсем. «Чăваш Республикин Ялавĕпе Гербĕ илемлĕ пулнипе, асра лайăх çырăнса юлнипе», «Чăваш тĕрри капăррипе», - палăртрĕç ыттисем. Пытармăпăр: 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан паянхи çамрăксем чăвашла ытларах калаçаççĕ, тăван халăх культурипе йăли-йĕркине упраса хăварма яш ăру хăй те самай тăрăшать. Гербри чĕре евĕр эрешпе халĕ сувенир продукцийĕ хатĕрленĕ çĕрте анлăн усă кураççĕ, соцсетьсем чăвашла «калаçма» пуçларĕç... Апла пăр тапраннă. «Эпир тĕнчешĕн чăваш пулнипе кăсăклă», - çак шухăша тĕпе хурса малашне тата пысăкрах ĕçсем тăвасчĕ. Шăпах çакна кĕтеççĕ те çамрăксенчен.

Дмитрий МОИСЕЕВ.