Çĕртен писмесĕр çутта тух

12 Мар, 2014

Усăсăр ĕçлемен

Çĕртен писсе эпир çутта тухасшăн. Ялта çемьене тăрантарма, çурт-йĕр çĕклеме ĕç çук тетпĕр. Хамăра хамăр улталатпăр иккен. Кахалланма, наянланма е хамăрах вĕренсе пыратпăр, е паянхи пурнăç хистет. "Ял çыннисем çĕр улми миххине йăтнинченех палăрать çакă. Вăтăр килоллă михĕсене çамрăкрах чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, машина çине пĕчченех çĕклесе хураттăмăрччĕ. Халĕ 40-45-ри арçынсем ăна иккĕн йăтаççĕ", – тет Геннадий Николаевич.

Шурă кĕпе, хитре костюм тăхăннă, галстук çыхнă яштака арçын йĕтем çине чаплă машинипе вĕçтерсе çитнĕрен вăл хура ĕçе чунпа парăнни малтанах иккĕлентерчĕ те. Ял хуçалăхĕ çинчен калаçса кайсан çĕр çине аслă пĕлÿллĕ специалист куçĕпе пăхать тесе шухăшлани те чăна килмерĕ. "Аслă вĕренÿ заведенийĕ пĕтермен эпĕ. Ашкăнчăкрах пулнă, шкул хыççăн ниçта та каяс темен. Вĕренме халĕ те кая юлман ĕнтĕ. Анчах мана карьера илĕртмест. Депутат мандачĕпе çÿретĕп пулин те. Шутласан, вăл та кирлĕ мар. Мĕнпе пулăштăр вăл?" – пĕрре тĕлĕнтерчĕç, тепре ял пурнăçне, çĕр ĕçне урăхларах хаклама май пачĕç унăн сăмахĕсем.

Кирлĕ ăса Геннадий Николаевич ашшĕнчен (вăл хăй вăхăтĕнче ертÿçĕ пулнă) илнĕ. 1991 çултанпа тытса пырать вăл фермер тилхепине. Нумай вулать, кăсăкланать. Ĕçре ăна тăван шăллĕ пулăшать. Çĕр çинче ĕçлесе йĕркеллĕ пурăнма май пуррине фермер пĕр иккĕленмесĕр ĕнентерет. Тĕш тырăпа çĕр улми ÿстерет вăл. Нихăш çул та усăсăр ĕçлемен. Çĕре хисепленĕрен ăна çĕр туррийĕ пулăшать тейĕн. Пуçтарса илнĕ çĕр улмине сутаймасăр кăларса тăкни, сая яни пулман. Пахалăхлă чĕр тавара вырнаçтарма йывăр мар иккен. Ямуков ÿстерекен çĕр улми Поляр унки леш еннех ăсанать. Сутма малтанах унта хăй çÿренĕ. Туянакансене аван пĕлсе çитнĕрен халĕ укçи килсессĕн чĕр тавара вакунпа ăсатать, хăй кайса çÿремест. Кĕркунне улма уйĕнчен йывăр тиевлĕ машина татăлмасть, "иккĕмĕш çăкăра" инçете турттаракансем килсех тăраççĕ. Çĕр улми пур енчен те килĕшнĕрен мар-и çав. Пĕлтĕр Чул хуларан 60 тонна Беларуç сорчĕсене илсе килнĕ. Халăх ăна лайăх тутишĕн ырлать, тухăçĕ те фермера савăнтарнă.

Иртнĕ çул çĕр улми 300 гектар йышăннă. Кăçал лаптăк пĕчĕкрех пулĕ. "Вăрлăх сахалрах пулнăран чакарма тивет. Пĕлтĕр çурла уйăхĕнче кăларнă çĕр улмине йăлт сутрăмăр. Вăрлăха каярах пулса çитекеннинчен хăварма шухăшланăччĕ. Çанталăк çумăра кайнăран паха вăрлăх кирлĕ чухлĕ хатĕрлеймерĕмĕр. Куртăр пулĕ, вăрлăхăн пĕр пайне сутатпăр, ун вырăнне çĕнни туянасшăн", – пĕлтерет Геннадий Николаевич.

 

Тăрăшакансемшĕн меллĕ вăхăт

Унăн шухăшĕпе ял хуçалăхĕнче ĕçлеме халĕ питĕ меллĕ, ÿркенмелле мар çеç. "Туса илекен продукцие вырнаçтарма хаксем тивĕçтереççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал хакланни ура хурать теççĕ. Икĕ çул каялла солярка паянхинчен (24 тенкĕпе сĕнеççĕ) икĕ тенкĕ кăна йÿнĕрехчĕ. Тепĕр тесен, çунтармалли-сĕрмелли материал пирĕн чĕр таварăн хăй хаклăхне питех витĕм кÿмест. Удобренин витĕмĕ пур ĕнтĕ. Кăçалтан ăна туяннăшăн субсиди те памаççĕ, анчах хальлĕхе вăл пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех. Вăрлăха им-çамламалли, çум курăка пĕтермелли хатĕрсем илме, чăн та, нумай тăкакланмалла. Вĕсене хатĕрлемелли хутăшсем Европăран килеççĕ. Препаратсем 5-7 процент хакланчĕç пулсан та вĕсемсĕр май килмест", – палăртать фермер.

Çĕре, çанталăка чунĕпе туяс-сисес туртăм пур унăн. 2010 çул шăрăх килчĕ. Шутламан-туман çĕртен шăп çав çул шăвармалли комплекс туяннă. Унччен малтан вăл ăна курман та, унпа кăсăкланман та темелле.

Çĕр улмисĕр пуçне юлашки вăхăтра тĕш тырăпа ĕçлеме кăмăллать Геннадий Николаевич. Пĕлтĕр 1 пин гектар çинче тулăпа урпа ÿстернĕ, гектартан 30 центнер илнĕ. Çакна кура кăçал лаптăка пысăклатасшăн. Çавăнпах пĕлтĕр çĕнĕ комбайн, трактор, ытти техника туяннă.

Çак кунсенче хуçалăхра вĕр çĕнĕ сеялка, шăвармалли агрегат хушăннă. Çур акине тухма удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал тата ытти те хатĕр. Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" упрама пысăк хуралтă тума пуçласшăн. Патшалăх субсидипе пулăшма шантарать. Панкрута тухнă ял хуçалăх предприятийĕн кивĕ хуралтисем паха таваршăн юрăхсăр.

 

Кÿршĕ тăванран çывăхрах

Ĕçлес текен çын валли ĕç яланах пур. Çĕр тăрантарсассăн мĕншĕн килте лармалла е Мускава çÿремелле? "Ялти ĕçсĕрлĕх" текен ăнлав Геннадий Ямуковшăн кулăшла янăрать. Официаллă майпа ĕçсĕррисен йышне лекеççĕ те патшалăхран укçа илсе тăраççĕ. Ĕлĕкрех ĕçсĕр çапкаланса çÿрекенсене милици пуçтарса кайнă, саккунпа айăпланă вĕсене, аса илчĕ фермер. Паян çапла пулинччĕ.

"2-3 ĕне тыт, пăрушĕсем пулаççĕ. Çĕр улми ÿстер, ытти пахча çимĕç ларт. Ялта чиперех пурăнма пулать, – хăйĕн шухăшĕ патнех таврăнать Геннадий Николаевич. – Килти хушма хуçалăх тивĕçтермесен фермер ĕçне кÿлĕн. Сухаламан çĕр йĕри-тавра. Пĕчĕк çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлекен фермерсене çăмăлрах та. Пысăк производствăна тÿрех кутăн-пуçăн çавăрма йывăр, пĕчĕккин майĕ ытларах. 30-40 гектар çинче ĕçлекенсене пĕлетĕп. Пĕрин виçĕ ывăл. Çĕр улмипе ĕçлесе пĕр çулта вăл виçĕ ывăлне те хваттер туянса пачĕ. Тепри те ачине виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтерчĕ. Кредит та илмеççĕ вĕсем. Техники те кивĕ. Пĕр кунпа пурăнакансем темелле-ши? Тепĕр енчен пăхсан, ĕç çук тесе кахалланса лармаççĕ".

Геннадий Ямуков патĕнче хут тăрăх 22 çын ĕçлет. Тăван Кĕлкеш ялĕнчен 5-ĕн кăна, ыттисем кÿршĕри Çитмĕшрен. Кĕлкеш хăй вăхăтĕнче пысăк ял шутланнă. Халĕ ватти-качки 150 çын. Геннадий Николаевич асăннă тăрăх – çемьеллĕ çамрăксем хĕрĕх çултан иртнĕ. Мĕншĕн-ха Кĕлкешсем ялти фермер патĕнче ĕçлесшĕн мар? "Ăмсаннăран, – тет çĕр çынни. – Чăвашсен çавăн пек йăла пур".

Фермер патĕнче ĕçлекен Кĕлкешсем – трактористсем. Виталий Николаевич Архиповпа мухтанать ертÿçĕ. Пĕлтĕрхи кĕркунне вăл "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнĕ. Хуçалăхра тĕрлĕ ĕç тăвакансем – Çитмĕшсем. Вĕсене тав тăвать Геннадий Николаевич.

Ял çыннисем вырăнти фермер патне ĕçлеме тухманнине чылай çĕрте асăрхатăн. Е хура ĕçрен хăраççĕ, е чăннипех те хура ăмсану ку.

Çĕр ĕçĕ Геннадий Ямуковран çын тунă. Çак тĕслĕх Кĕлкешсене вĕрентмелле, хавхалантармалла пек туйăнать. Çапла пулмалла та. Анчах паянхи пурнăçра урăхла. Тĕрĕс шухăшласа пурăнма темĕн чăрмантарать пире.

Ирина Никитина.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.