Шупашкарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕ пысăк наградăна тивĕçнĕ

16 Дек, 2015

Чÿк уйăхĕн 27-29-мĕшĕнче Питĕрте "Пуласлăх шкулĕ" IV Пĕтĕм Раççей вĕренÿ форумĕ иртнĕ. Форумра "Раççейри хушма пĕлÿ паракан чи лайăх 100 организаци" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл - обществăн хушма вĕренÿ хутлăхĕнчи чи сумлă наградисенчен пĕри.

Асăннă конкурсра Шупашкарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕ лауреат ятне илнĕ, "Раççей хушма вĕренĕвĕн чи лайăх 100 организацийĕ" ылтăн медале тивĕçнĕ. Пултарулăх çурчĕн директорне Елена Воробьевăна "Çулталăк директорĕ - 2015" хисеп паллипе чысланă.

Çак наградăсем учрежденин ят-сумĕ çÿллĕ шайра пулнине, вăл конкурентлăха çĕнтерме пултарнине, пур енĕпе те педагогсен ушкăнĕн ĕçĕсем кăтартуллине çирĕплетеççĕ.

Рубрика: