Çулталăка тивĕçлĕ вĕçлемелле

15 Дек, 2015

«...Хăшпĕр тĕслĕхре йывăрлăхсăр мар паллах. Анчах пĕтĕмĕшле илсен - кăтартусем япăх мар. Малашне тата та тăрăшарах ĕçлĕпĕр-ха», - тунтикунхи канашлăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шанăç кÿрекен калаçуран пуçларĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн Владимир Аврелькинăн сăмахĕ те кăçалхи çул Чăваш Еншĕн япăхах пулманнине çирĕплетрĕ.

Министр каланă тăрăх - 2015 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ 95,2 процентпа танлашнă. Уйрăмах апат-çимĕç, хими продукцийĕ, электрооборудовани, электрон тата оптика хатĕрĕсем, резинăпа пластмасса, металлурги изделийĕсем туса кăларакан организацисен ÿсĕмĕ пысăк. Çавăн пекех республикăри промышленноç предприятийĕсем кăçал çĕнĕ продукци производствисене алла илсе ĕçе кĕртнĕ. Импорта улăштарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Тупăшлă ĕçлекен предприятисен шучĕ те пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан нумайланнă. «Çулталăкри кăтартусене пĕтĕмлетсен производство индексĕ 97-98 процента çитессĕн туйăнать. 160 ытла млрд тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатма палăртнă», - çитес вăхăтри ĕç-хĕлпе паллаштарнă май палăртрĕ В.Аврелькин министр.

Чăваш Республикин бюджечĕ кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче мĕнле пурнăçланни çинчен финанс министрĕ Свет­лана Енилина каласа кăтартрĕ. Тупăш пайĕпе бюджет - 33 млрд тенкĕлĕх, тăкаксен пайĕпе 33,7 млрд тенкĕлĕх пурнăçланнине палăртрĕ министр. Светлана Енилина каланă тăрăх - кăлтăксемсĕр те мар: республика федераци укçипе туллин усă курмасть. Куншăн республика Пуçлăхĕнчен ÿпкев сăмахĕ те лекрĕ: «Малтан укçа çитмест тетĕр, пулсан - унпа мĕн тумаллине пĕлместĕр». Çак çитменлĕхе пĕтерес тесен ĕç-хĕле тĕрĕс йĕркелемеллине, яваплăха ÿстермеллине аса илтерчĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Республикинчи Çул-йĕр фондĕнче те çакăн евĕрлĕрех лару-тăру - çулталăк вĕçленет, ку çул валли уйăрнă укçа-тенкĕпе вара туллин усă курман. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов каланă тăрăх - кăçал çул сахал мар сарнă, киввисене юсанă, çуртсен таврашĕнчи картишсене хăтлăлатнă. Çапах та укçа юлнă...

В.БАГАДЕРОВА

Рубрика: