Шалăва «конвертпа» илекенсем пенсисĕр юлма пултараççĕ

15 Дек, 2015

Раштавăн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Малтанах регион Пуçлăхĕ пухăннисене Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕпе саламланă.

ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсем усă курнă çутçанталăк газĕшĕн парăмсене татни тата электроэнергишĕн мĕн чухлĕ парăм пухăнни çинчен пĕлтернĕ. Çакна палăртнă: хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнăранпа республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсен тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисен усă курнă çутçанталăк газĕшĕн парăмĕ 29 процент ÿснĕ. Республикипе илсен мĕнпур парăмăн 50 процентне яхăн - «Коммуналлă технологисем» ОООн, юлашки икĕ çулта унта тÿлев дисциплини палăрмаллах япăхнă.

Экономика аталанăвĕн, про­мышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Нумай функци пурнăçлакан центр «чÿречисене» йĕркелес, 2015 çулта вĕсене нормăпа пăхнă чухлĕ ĕçлеттерес ыйтупа калаçнă. Паянхи кун тĕлне республикăра çакнашкал 28 центр /191 «чÿрече»/, çавăн пекех тĕслĕх вулавăшсенче 218 «чÿрече» ĕçлет. Çакă регионта пурăнакансен 80 процентне патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене «пĕр чÿрече» мелĕпе илме май парать. Çав вăхăтрах РФ Президенчĕн указĕсенче палăртнă тĕллевлĕ кăтартусемпе килĕшÿллĕн регионта пурăнакансен 90 проценчĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене «пĕр чÿрече» мелĕпе илме тивĕç.

Канашлăва хутшăннисем халăх официаллă майпа вырнаçмасăр ĕçлени, çак ыйтăва татса памалли çул-йĕре сÿтсе явнă. Республикăра пурăнакан 162 пин ытла вăйпитти çын «сăрă» тĕрлĕ схемăпа ĕçленине, вĕсенчен Пенси фондне, Обязательнăй медицина страхованийĕн фондне нимĕнле укçа та куçманнине палăртнă.

Финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх - халăх официаллă майпа вырнаçмасăр ĕçленипе республика бюджечĕ çулталăкне уйрăм çын тупăшĕнчен илекен налук 1,5 млрд тенкĕ /уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçи виçинчен шутласа/ çухатать. Кунсăр пуçне, граждансен çак категорине обязательнăй медицина страхованийĕпе тивĕçтерес енĕпе бюджетран 1 млрд тенкĕ тăкаклаççĕ. Çапла вара граждансем официаллă майпа вырнаçмасăр ĕçленипе республика бюджетĕнчи тăкак 2,5 млрд тенкĕпе танлашать.

Пенси ÿсĕмне çитсен пенси укçисĕр тăрса юлма пултаракан граждансен социаллă статусĕ пирки те хытах пăшăрханать республика Пуçлăхĕ. Паянхи официаллă ĕç - ватлăх ÿсĕмĕнчи укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи тăнăçлăх. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелемелле.

«2016 çула Ĕç çынни çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ, «сăрă схемăсемпе» ĕçлекенсемпе кĕрешме пуçламалла, çынсене хăйсен пуласлăхĕ, республика ырлăхĕ çинчен шухăшлама хăнăхтармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл министрсене, районсемпе хуласен пуçлăхĕсене халăх официаллă майпа вырнаçмасăр ĕçе вырнаçнипе çыхăннă ыйтусене татса памашкăн план хатĕрлеме хушнă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Рубрика: