- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăхăтра калайман виçć/ сăмах
Кашнинех пĕрремĕш юрату пулнă, анчах тĕрлĕрен вĕçленнĕ. Таньăшăн вăл чуна ĕмĕрлĕх кĕрсе вырнаçнă туйăм пулса тăчĕ.
Таня шкултан вĕренсе тухнă чухне Владик хĕсметрен тин кăна таврăннăччĕ. Хальхи пекех ас тăвать: «Ялĕпех салтак курма утаççĕ паян. Владик сержант пакунĕпе, кăкăр паллисемпе килнĕ тет. Çав тери маттурланса кайнă-ă!» - каласа кăтартрĕ аппăшĕ йăран çумланă май.
Каçхине хĕрсем ташă каçне тухрĕç. Чăнах та, Владик тавра хĕрсем те, каччăсем те пухăннă. Танюш çамрăклах хăюллăччĕ çав, шкулта паллă спортсменка, комсомол организацийĕн председателĕ пулнă. Арçын ачасене вырăна лартасси ним те марччĕ уншăн. Акă вăл салтака сырса илнĕ ушкăн патне пычĕ те: «Мĕн чиперри унта? Çын пекех-иç. Шыва кĕнĕ чухне сан йĕммÿ ăшне шапа чиксе янине манман-и-ха? Хăранипе мана хăваласа та çитеймерĕн вĕт», - тесе лаплаттарса хучĕ. Аппăшĕ аякран кăрт! тĕксе илчĕ, ыттисем те шыв сыпнă пек тăчĕç. «Эсĕччĕ-и вăл - шапасенчен хăраманни? Виçĕ çулта авă епле хĕр пулса кайнă эсĕ! Мĕнле унта, пурăнаççĕ-и пирĕн шапасем?» - куç илми пăхрĕ Владик. «Пĕри саншăнах тунсăхласа вилнĕ, тепри салтакран кĕтсе илейменнипе качча кайнă тет...» - Танюш шахвăртнăран пурте кулчĕç. Кайран купăс тăсса ячĕç те пурте вăйă картине тăчĕç. Виçĕ çулта Владик чăваш ташшишĕн тунсăхланă курăнать, саккăрла та çаптарчĕ, ура хуçса та ташларĕ. Хĕрĕсем куçĕсемпе вут-хĕм сирпĕтсе ун çине ытараймасăр пăхаççĕ. Çемĕ улшăнсан вальса кăларасса кĕтеççĕ. Танюш чĕри те хыттăн тапать. Хальччен вăл хăйĕнче кунашкаллине асăрхаманччĕ. Акă Владик ун патне пычĕ те алăран çавăтса ташă картине кăларчĕ. Ах! çунчĕç пăхса тăракан ытти хĕр чĕрисем. Вăйлă алă хĕрĕн çинçе пилĕкне ярса илчĕ, мăшăр куç никама та асăрхамарĕ çак самантра. Урасем хăйсемех çаврăнаççĕ, Танюшăн вĕлтĕр-вĕлтĕр кĕпи илемлĕн хумханать: хумлăн-хумлăн выртан сарă çÿçĕ варкăшать. Те тĕлĕк курать паян Танюш, те чăнлăхра?.. Кĕвĕ чарăнсан тин тăна кĕчĕ пике. Çавăнтанпа канăçа çухатрĕ вăл, пĕрремĕш черчен туйăмсем ăна çупăрласа илчĕç. Ун чухне пике çĕрĕпех çывăрайманччĕ.
Ашшĕ хĕрĕсене ирхи шуçăмпах утă çулма илсе кайрĕ. Канма ларсан аппăшĕпе йăмăкĕ вăрттăн тем пăшăлтатрĕç, ĕнерхине сÿтсе яврĕç. Танюшăн чунрине йăлтах каласа кăтартас килет. «Владик кайран леш касри Наталие чĕнсе кăларчĕ, вĕсем те пирĕн пекех хитре ташларĕç-и? Эпир пĕртте такăнмарăмăр, ура çине те пусмарăмăр», - Тоня мĕн те пулин каласса кĕтрĕ кĕçĕнни. «Натали сан чухлĕ ташлаймасть, вăл хăй ун умне пырса тăчĕ, Владик куçĕпе такама шыратчĕ, эсĕ таçта пăрăнтăн ун чухне...» - мĕн курнине пĕлтерчĕ аппăшĕ. Калаçаççĕ-калаçаççĕ те и-хи-хик! кулса яраççĕ пикесем. «Эсир ывăнман курăнать, тытăр çавусене!» - ĕçе хăваларĕ ашшĕ.
Кунĕпе хĕвел айĕнче ĕшенчĕç чиперккесем. «Паян ниçта та тухмастпăр, выртса çывăратпăр», - терĕç. Каç пулсан пĕвене кайса шывра шăмпăлтатрĕç те ывăнни таçта кайса кĕчĕ. Каллех хитре кĕписене тăхăнчĕç те клубалла утрĕç. Сасартăк иккĕшĕн хушшине... Владик кĕрсе тăчĕ, пилĕкĕсенчен ярса илсе иккĕшне те харăсах çавăрчĕ. Танюшшăн паянхи каç ĕнерхинчен те кăсăклăрах иртрĕ. Ăна каччă килне пĕрремĕш хут ăсатса ячĕ.
Аякри хулари аслă шкула вĕренме кайиччен пике колхоз бригадине тухрĕ, çĕрлечченех йĕтем çинче ĕçлерĕç. Водителе вырнаçнă Владик та уйран тырă турттарчĕ. Епле ырă вăхăтчĕ çамрăксемшĕн! Кĕркунне Танюш хулана тухса кайрĕ. Тем пек уйрăласшăн марччĕ вăл ялтан, фермăна ĕне сума кайма та хатĕрччĕ. Анчах Владик: «Манăн савни пул», - тесе те ыйтмарĕ-çке. Чуп туса та курман вĕсем, калаçнă, шÿтленĕ, пĕрле киле кайнă - çавă кăна.
Хĕллехи каникулта тин таврăнчĕ хĕр. Аппăшĕпе çыру çырсах тăнă-ха вĕсем, Тоня Владик çинчен мĕн курни-илтнине йăлтах пĕлтернĕччĕ. Хайхи çав Натали ун хыççăн çÿренине те каласа кăтартнăччĕ. Натали диспетчерта ĕçлет, кашни кунах тĕл пулма май пур вĕсен. Каччă пуçне çавăрмалли мел тупнах. «Хырăм юлчĕ» тесе Владике авлантарасшăн. Ку шÿт мар, чăнласах иккен. Çапла вара Танюшăн пĕрремĕш юратăвĕ хурлăхлă вĕçленчĕ. Çавăншăнах тăван ялне таврăнмарĕ вăл, Хусантах ĕçлеме юлчĕ.
Унтанпа 25 çул иртрĕ. Владикăн та, Таньăн та - хăйĕн çемйи. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче вĕсем пĕрре те тĕл пулмарĕç. Таньăна пĕр ыйту канăç памастчĕ: юратнă-и Владик ăна? Акă нумаях пулмасть шăпа вĕсене курнăçтарчĕ. Шупашкарта кĕтмен-туман çĕртен пĕр уявра тĕл пулчĕç вĕсем. Арçын та, хĕрарăм та мăшăрсăрччĕ. Çавăн чухне чун каниччен калаçрĕç. Владик çамрăк чухнехи шухăлăхĕшĕн ÿкĕнчĕ, çапах ывăлпа хĕр çуратса панă арăмĕ çинчен пĕр сăмах та начар каламарĕ. «Каçар мана, Таня. Сана юратнă çĕртех теприн патне кайрăм. Сывлăм пек тасаччĕ эсĕ, сана перĕнме те шикленеттĕм...» - терĕ Владик урамра уçăлса утнă май.
- «Пул манăн савни», - тесе каласса тем пекех кĕтнĕччĕ эпĕ, анчах эсĕ шарламарăн, - пуçне пĕкрĕ Таня.
Вăхăтра каланă виçĕ сăмах та пурнăçа тĕпрен улăштарма пултарать. Халь тин нимĕн те таваймăн. Çапах чуна уçса калаçни вĕсемшĕн çав тери кирлĕччĕ. Тен, урăх тĕл пулас та çук?.. Пĕрремĕш юрату суранĕ çеç яланах пĕр-пĕрин çинчен аса илтерсе тăрĕ...
Комментировать