Паха апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ

10 Дек, 2015

Красноармейски райповĕ халăха усăллă тата паха апат-çимĕçпе тивĕçтерме тăрăшать. Паллă ĕнтĕ: халĕ пур çĕрте те конкуренци пысăк. Анчах Трак тăрăхĕнчи райпона ку хăратмасть: унăн тытăмĕнчи çăкăр заводĕнчи, пулă цехĕнчи, общепитри çынсем çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Общепит директорĕ çамрăк, пултаруллă та хастар. Юлашки вăхăтра тытăм аталансах пырать: унта çĕнĕрен те çĕнĕ продукци кăлараççĕ, тортсем валли çĕнĕ кремсем шухăшласа тупаççĕ. Район çыннисем кăна мар, ытти тăрăхрисем те кăмăллаççĕ унта туса кăларакан пылак çимĕçсене. Шупашкартан Трак тăрăхне хăнана килекенсем те каялла пушă алăпа каймаççĕ - райпо туса кăларнă тортсене килĕштернĕрен кучченеçлĕх те туянаççĕ. Пулă цехне те палăртмалла. Унта пулла хăйсемех тăварлаççĕ. Трак ен çыннисем суйма памаççех - вăл чĕлхе çăтса ямалла тутлă. Çăкăр заводĕнче туса кăларакан пĕремĕке, сушкăна тата ытти çимĕçе Шупашкарти, ытти районти лавккасене ăсатаççĕ. Райпо çимĕçĕсем тĕп хулари темиçе лавккара сутăнаççĕ. Ку енĕпе вĕсем малаллах аталанасшăн: Трак тăрăхĕнчи тутлă пĕремĕк-печение ыттисем те тутанса курччăр.

Красноармейски райповĕнче 300 яхăн çын тăрăшать. Унăн тилхепине Роза Николаева виççĕмĕш çул тытса пырать. Кунсăр пуçне Роза Александровна районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи те. Ертÿлĕх ĕçченĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать вăл. Канма та, пуç çĕклемесĕр ĕçлеме те пĕлеççĕ вĕсем. Кашни çулах тĕрлĕ хулана, концерта тухса çÿреççĕ. Красноармейски райповĕнче тăрăшакансен 20 проценчĕ - 35 çула çитмен çамрăксем. Вĕсенчен ытларахăшĕ салари лавккасенче вăй хурать. Чăнах та, тăван тăрăхрах ĕç пур тăк аякри хулана мĕншĕн тухса каяс? Ĕç укçи пирки те ÿпкелешмелли çук. Райпора ĕçлекенсем вăтамран 14,5 пин тенкĕ илеççĕ.

- Тăрăшса ĕçлекен, плана тултаракан хăш-пĕр сутуçă 20 пин тенкĕ те шалу илет. Ÿркенмелле мар çеç, - палăртрĕ кадрсемпе ĕçлекен специалист Луиза Павлова. - Çамрăксем маттур, пуçаруллă. Акă Татьяна Михуткина «Олимп» лавккара пĕчченех тăрăшать. Çав вăхăтрах вăл ялсене сутмашкăн эрнере икĕ хут çÿреме те ĕлкĕрет. Ун пек çанă тавăрса ĕçлесен, паллах, ĕç укçи те пысăк пулать. Шалăва яланах вăхăтра тÿлетпĕр.

Красноармейски райповĕн - 51 лавкка. Вĕсенчен 46-шĕ - ялсенче. Красноармейскинчи «Органика», 3-мĕш номерлĕ апат-çимĕç лавкки, Алманчри, Пшонкăри, Çĕньял Упири, Туçи Чуракассинчи, Упири, Яманакри, Йĕпремри лавккасем лайăх ĕçлеççĕ. Райпора тăрăшакансен ĕç вырăнне лайăхлатасси - малти вырăнта. Хăш-пĕр лавккара çынсем тавара алăпа тытса суйлама пултараççĕ.

Вăйлă конкуренци тапхăрĕнче Красноармейски райповĕ пурнăç таппинчен юлмасть. Лавкка сентрисем çинчи тĕрлĕ апат-çимĕçе халăх юратсах туянать. Сутуçăсен тăрăшулăхне те палăртмалла. Алманч лавккинче 45 çул вăй хуракан Раиса Федорова плана яланах тултарать. Вăл туянма килекен кашни çынпах ăш пиллĕн калаçса пĕр чĕлхе тупать. Тем тесен те, суту-илÿри ĕç-хĕл сутуçăн уçă кăмăлĕнчен те нумай килет. Райпора кун пек ĕçчен нумай.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.