Ертÿçĕ ĕçне мĕнле хаклатăр?

12 Мар, 2014

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова журналистсемпе тĕл пулчĕ. Республика Пуçлăхĕн пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи "Çынсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, республика тата муниципалитет шайĕнче ĕçлекен унитари предприятийĕсемпе учрежденийĕсен, акцисен ытларах пайĕ Чăваш Ен е муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланакан, муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче халăха пулăшу кÿрекен акционер обществисен ертÿçисен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне хак парасси çинчен" Указне ăнлантарса пачĕ.

"Ăна пурнăçласа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, халăха общество транспорчĕпе, вĕри тата сивĕ шывпа, электричествăпа, газпа тивĕçтерекен, çул çÿреме май туса паракан, пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтакан, вĕсенчен хура шыв юхтарса кăларакан организацисен ертÿçисен ĕç-хĕлĕ çинчен граждансем мĕн шухăшланине çуллен, пуш, 20 - ака, 20-мĕшĕсенче, ыйтса пĕлĕпĕр, - терĕ министр çумĕ. - Ку ĕçе республикăн влаç органĕсен порталĕпе, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен официаллă сайчĕпе усă курса йĕркелĕпĕр".

Хуравлама сĕнекен ыйтусем паллă ĕнтĕ. Вĕсене экспертсен ятарлă комиссийĕ /ăна республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи ертсе пырать/ хатĕрленĕ. Вăлах хуравсене тишкерĕ. Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕпе республикăра пурăнакансене çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен паллаштарĕç. Комисси ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсенчен, министерствăсенче вăй хуракансенчен, республикăн Общество палатин членĕсенчен тăрать. Хуравлама сĕнекен ыйтусенчен пĕри - "Эсир пурăнакан муниципалитет йĕркеленĕвĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçин ĕç-хĕлĕ сире тивĕçтерет-и?"

Ыйтăма хутшăннă çынсен 30 процентĕнчен кая мар йышăнакан ушкăнне общество транспорчĕн ĕçĕн, автоçул, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу пахалăхĕ тивĕçтермесен комисси яваплă предприяти ертÿçин ĕç-хĕлне начар пахалĕ. Ыйтăм хыççăн ăна тĕплĕнрех тишкерме ирĕк те, сăлтав та пур. Ертÿçĕпе ĕç килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ е ăна тăснă чух комисси хаклавне шута хурĕç. Вăл ĕçе лайăхрах йĕркелес тĕллевпе предприятие сĕнÿсем çитерет, унран аталану программине хатĕрлеме ыйтать. Сасă панисен пĕр пайне вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçин ĕç-хĕлĕ тивĕçтермесен республика Пуçлăхĕ ăна ĕçрен хăтарас ыйту тăратма пултарать.


С.СЕРЕГИН

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.