Ĕçлекен çын спортра та хастар

7 Дек, 2015

Шăматкун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрлере пулчĕ. Чи малтан вăл «Борис» перлешĕвĕн Çĕмĕрлери çĕвĕ фабрикине кĕрсе курчĕ. Унта регион ертÿçи çĕвĕ цехĕпе тата вырăнти продукципе паллашрĕ.

Фабрика директорĕ Андрей Пушнев пĕлтернĕ тăрăх - производствăра 67 çын ĕçлет, малашне вĕсен йышне пысăклатма, ĕç калăпăшне ÿстерме тата лавкка уçма тĕллевлĕ. Хальхи вăхăтра предприяти тĕрлĕ япала çĕлеме Мускавпа Санкт-Петербургри фирмăсемпе килĕшÿ тунă. «Фабрикăра нумай ĕç тунă: производствăна аталантарас тĕллевпе чылай укçа-тенкĕ тăкакланă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ, туса кăларакан продукцисен ассортименчĕ пуян, туянакансене паха та хаклă мар тавар сĕнетĕр. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура питĕ пĕлтерĕшлĕ ку», - палăртрĕ Михаил Васильевич производствăна çĕнĕрен чĕртсе тăратма вăй çитернĕшĕн тата ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн ертÿлĕхе тав сăмахĕ каланă май.

Çав кунах Çĕмĕрлери «Олимп» спорт керменĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиади иртрĕ. Савăнăçлă уява ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. «Ушкăнлăх ăмăртăвĕ коллектива пĕтĕçтерет, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме вăй-хал хушать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын ĕçре тăрăшуллă та хастар, хăйĕн тивĕçне тулли кăмăлпа тăвать. Эпир те хамăр республикăра пурăнакансене спорта явăçтарас тĕллевпе чылай ĕçлетпĕр, спортпа туслисен шучĕ те çултан-çул ÿсет», - терĕ Михаил Васильевич.

Спортсменсем виçĕ ушкăна пайланса ишевçĕсен турнирĕнче, волейбол тата дартс ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç. Спартакида пĕтĕмлетĕвĕпе патшалăх влаçĕн органĕсен командисен хушшинче ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ, Ял хуçалăх тата Финанс министерствисем çĕнтерчĕç. Районсемпе хуласен командисен ушкăнĕнче Шупашкар районĕн, Шупашкар хулин тата Патăрьел тăрăхĕн пăхаттирĕсем мала тухрĕç. Федераци влаçĕн пирĕн республикăри органĕсен тупăшăвĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерствин, Налук службипе Айăплав службин Чăваш Енри управленийĕсен командисене çитекенни пулмарĕ.

http://hypar.ru/cv/vlac-tytamenche-eclekensen-spartakiadi

 

 

Теги: