Владимир Путин: Ăнăçу пулатех!

5 Дек, 2015

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер Федераци Пухăвĕн ячĕпе çыракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Хăйĕн сăмахне Владимир Путин терроризм хăрушлăхĕпе çыхăннă темăран, террористсене пула пурнăçĕ татăлнă салтаксене, Раççей гражданĕсене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтнинчен пуçларĕ.

Терроризм çинчен

Раççей тахçантанпах террора хирĕç кĕрешĕвĕн малти рубежĕнче. Эпир çĕршывсен хушшинчи терроризм мĕнне пĕлетпĕр. Буденовскри, Бесланри, Мускаври, ытти çĕрти терактсем пин-пин çын пурнăçне татнă. Çак хуйхă яланах пирĕн чĕрере.

Хурахсен ĕнсине хуçма вунă çула яхăн кирлĕ пулчĕ. Эпир террористсене Раççейрен хĕссе кăларма пултартăмăр, анчах вĕсен юлашкисемпе паян кунчченех кĕрешме тивет. Тĕнче шайĕнчи терроризма пĕр çĕршыв вăйĕпе кăна çĕнтерме çук. Терроризм хăрушлăхĕ ÿссех пырать. Афганистанри çивĕчлĕхе те сирмен, çав вăхăтрах Ирак, Ливи, Сири арпашупа анархи зонине çаврăнчĕç. Хăйсене килĕшмен режимсене камсем тĕп тăвас тенине пĕлетпĕр. Мĕн пулса тухрĕ-ха? Патшалăх тытăмне аркатрĕç, çынсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе ячĕç, çапла майпа радикалсем, экстремистсем, террористсем валли çул уçрĕç.

Сирире капланнă боевиксем пирĕншĕн пушшех хăрушă. Вĕсен ретĕнче Раççейрен, НППП çĕршывĕсенчен тухнă çын та сахал мар. Вĕсене укçа, хĕç-пăшал параççĕ - вăй пухаççĕ. Унта çĕнтерчĕç-тĕк пирĕн пата та килĕç, сирпĕтме-вĕлерме пуçлĕç. Пирĕн вĕсене унтах тĕп тумалла. Акă мĕншĕн Сири влаçĕсем ыйтнипе унта çар операцийĕ ирттерме йышăнтăмăр. Сирире пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсем чи малтанах Раççейшĕн çапăçаççĕ, пирĕн граждансен хăрушсăрлăхне хÿтĕлеççĕ.

Турккăсем - ырă, ĕçчен халăх. Вĕсен пĕлмелле: эпир турккă халăхне тата паян ертÿçĕсен йышĕнчи хăш-пĕр çынна, Сирире пирĕн çар служащийĕсем вилнĕшĕн яваплăскерсене, пĕр шая лартмастпăр. Сутăнчăклăх - чи намăс пулăм. Пирĕн летчиксене çурăмран перекенсем çакна пĕлсе тăччăр. Вĕсем куншăн пĕрре кăна мар ÿкĕнĕç-ха. Эпир мĕн тумаллине пĕлетпĕр.

Коррупци çинчен

Килес çул Патшалăх Думин суйлавĕ иртет. Суйлав умĕнхи конкуренци тÿрĕ кăмăллă тата уçă, саккунпа килĕшÿллĕ пулмалла. Ман шутпа, кандидатсен программисенче коррупципе кĕрешес ыйтусем тивĕçлĕ вырăн йышăнмалла. Коррупци - Раççей аталанăвне ура хуракан чăрмав.

Паян чиновниксем, судьясем, право хуралĕн ĕçченĕсем, мĕнпур шайри депутатсем хăйсен тупăшĕсемпе тăкакĕсем, пурлăхĕ çинчен деклараци пама тивĕç. Малашне вара патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем хăйсен тăванĕсен, тусĕсен тата çывăх çыннисен фирмисемпе тума палăртакан контрактсем, подрядсем çинчен калакан информацие те уçмалла.

Паян суда çитекен кашни иккĕмĕш уголовлă ĕç вак-тĕвек преступленипе çыхăннă, çынсем, çав шутра çамрăксем тĕрмене лекеççĕ. Хăрушă мар хăш-пĕр преступление административлă тĕслĕхсен шутне кĕртмелле, анчах çын иккĕмĕш хут çапла тунине уголовлă майпа хакламалла.

Экономика çинчен

Иртнĕ çул экономикăра пысăк чăрмавсем тухса тăчĕç.

Лару-тăру чăннипех çивĕч, анчах - хăрушă мар. Ырă туртăмсем палăраççĕ те ĕнтĕ. Промышленноç производстви, наци валютин курсĕ тĕлĕшпе тĕпрен илсен тăнăçлăх йĕркеленчĕ, инфляци чакать.

Ыйтăмсем предпринимательсем тĕрĕслев тата надзор ведомствисен ĕçĕнче ырă улшăнусем курманнине çирĕплетеççĕ. Кун пирки мĕн чухлĕ каланă ĕнтĕ, полномочисене чакаратпăр. Анчах хăш-пĕр çĕрте вĕсем каллех пысăкланаççĕ. Контролерсен пысăк çарĕ тÿрĕ кăмăллă бизнеса ĕçлеме çав-çавах чăрмантарать.

Бизнес çинчен

Пĕлтĕр следстви органĕсем экономикăпа çыхăннă 200 пине яхăн уголовлă ĕç пуçарнă. Суда 46 пинĕ кăна çитнĕ, тата 15 пинĕ судра пĕтнĕ. Çапла вара çак ĕçсен 15: кăна приговорпа вĕçленнĕ. Эппин, нумай предприниматель сăлтавсăрах хăйсен бизнесĕсĕр юлнă - вĕсене хĕстернĕ, тустарнă, ирĕке янă. Следстви органĕсен ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Прокуратурăн следстви пахалăхне тĕрĕслесе тăмалли инструментсемпе анлăрах усă курмалла. Экономикăпа çыхăннă ĕçсене тĕпченĕ чухне çынна хупса хурассипе сайрарах усă курмалла, салук, килти арест мелĕсем вырăнлăрах.

Импорта хамăрăн продукципе улăштармалли проектсене укçа хывма хатĕр инвесторсем валли илĕртÿллĕ майсем сĕнетпĕр. Çакна ятарлă инвестици контракчĕ текен механизмпа çирĕплетнĕ. Çакнашкал контрактсемпе килĕшÿллĕн регионсене тупăшран илекен налук виçине нуль таран пĕчĕклетмелли право памашкăн сĕнетĕп.

Ял хуçалăхĕ çинчен

Малалла утсан ăнăçу пулатех. Çакăн тĕслĕхĕ - пирĕн ял хуçалăхĕ. Вунă çул каялла кăна-ха апат-çимĕçĕн çуррине чикĕ леш енчен кÿреттĕмĕр, импорта парăннăччĕ. Халь вара Раççей - экспортерсен шутĕнче.

2020 çул тĕлне шалти рынока хамăр çĕршывра туса илекен апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерессине наци шайĕнчи тĕллев вырăнне палăртмалла тесе шухăшлатăп. Çĕр, шыв, ресурссен пуянлăхне кура эпир хамăра тăрантарма пултаратпăр кăна мар, тĕнчери экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха апат-çимĕçпе тивĕçтерекен пысăк çĕршыв пулса тăраятпăр.

Ĕçтешлĕх çинчен

Пирĕн чикĕ леш енчи ĕç­тешсемпе çирĕп çыхăну йĕркелемелле, эпир Раççей рынокне вăрахлăха килекен инвесторсене хапăл тăватпăр. Еврази экономика союзĕн шайĕнче пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине çĕнĕ шая çĕклерĕмĕр. Çитес çул Сочире Раççей-АСЕАН саммитне ирттеретпĕр.

Транспорт инфратытăмне çĕнетес енĕпе малалла ĕçлĕпĕр. Азипе Хура тинĕс, Мурманск транспорт узелĕсене, Балтикăри, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи портсене аталантарăпăр, Патшалăх Канашĕн çитес ларăвĕсенчен пĕринче шалти юханшыв çулĕсен ыйтăвне тĕплĕн сÿтсе явăпăр.

Сывлăх сыхлавĕ

çинчен

Раççейре виççĕмĕш çул ĕнтĕ халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пынине шута илетпĕр. Ÿсĕм, чăн та, пысăк мар, анчах вăл пур. Прогнозсем тăрăх пирĕн çĕнĕ «демографи шăтăкне» ÿкмеллеччĕ, анчах апла пулмарĕ. Чи малтанах çакă тин çуралнă пепкесен çурри çемьесенчи иккĕмĕш, виççĕмĕш тата вĕсен хыççăнхи ачасем пулнипе сăлтавланнă. Çемьесем ытларах ача çуратса ÿстересшĕн, патшалăх пулăшасса шанаççĕ.

Çитес çул амăшĕн капиталĕн программи вĕçленет. Унпа 6,5 млн ытла çемье усă курнă. Анчах çакă демографи суранне сиплеме çителĕксĕррине ăнланатпăр. Ку бюджетшăн çăмăл пулмĕ - пысăк укçа. Апла пулин те амăшĕн капиталĕн программине сахалтан та икĕ çуллăха тăсмалла тесе шутлатăп.

Демографи политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ мерисенчен пĕри - шкулчченхи вĕрентĕве аталантарасси. Юлашки виçĕ çулта ача сачĕсенче 800 пине яхăн хушма вырăн уçнă. Çапах уйрăм çемьесемшĕн пепкисене садиксене вырнаçтарас енĕпе чăрмавсем пур-ха. Правительствăран, регионсен ертÿçисенчен ку енĕпе тимлĕ пулма ыйтатăп.

Пирĕн сывлăх сыхлавĕнчи политикăн тĕп кăтартăвĕ - çынсен пурнăçĕн тăршшĕ ÿсни. Вунă çулта вăл пилĕк çул ытла хушăнчĕ, кăçал, малтанлăха палăртнă тăрăх, 71 çултан иртет. Çапах çивĕч ыйтусем пур-ха.

«Сывлăх» нацпроектпа ки­лĕшÿллĕн васкавлă медпулăшу валли çĕнĕ йышши нумай реанимобиль, ытти техника туянтăмăр. Анчах вунă çул иртрĕ, автопарка çĕнетмелле. Ку - федераци субћекчĕсен яваплăхĕ, резервсем тупмалла.

Вунă çул каялла калаçса татăлнине лайăх астăватăп: эпир федераци укçине хывăпăр, кайран вара регионсен ĕç-пуçа тивĕçлĕ шайра тытса тăмалла. Шел, ку тÿрре тухмарĕ. Çынсем чылай чухне вăл е ку больницăсем, шкулсем, культура центрĕсем хупăннине, темиçерен пĕрре тунине ăнланмаççĕ, çакăншăн ÿпкелеççĕ. Акă мĕншĕн питĕ асăрханса мерăсем йышăнмалла, тивĕçлĕ кăтартусене пурнăçламашкăн ялти ФАПа хупни чи лайăх мел мар. Хальлĕхе вара çапла тунине куратпăр. Кайран çынсен медпулăшу илме 100 километр инçĕшне çÿреме тивет.

Çуллен шкул ачисен шучĕ ÿссе пырать, çитес вунă çулта вĕсен шучĕ 3,5 млн та иртĕ. Ку питĕ лайăх, анчах çак ÿсĕм вĕрентÿ пахалăхне япăх витĕм ан кÿтĕр, паянхи шая татах та çĕклемелле.

Анчах лайăх пĕлÿ илме хăтлă шкул çеç çителĕксĕр. Вĕрентекенсем çине тăрса ĕçлени кирлĕ, пултарулăха аталантармалли майсем йĕркелемелле. Унчченхи пионерсен керменĕсенче, тĕрлĕ кружокра лайăххи мĕн пулнă - çавăнпа та усă курмалла.

Пирĕн малашнехи аталану çулне суйламалли самантсем пĕрре кăна мар пулнă. Черетлĕ чикĕ урлă 2014 çулта каçрăмăр - Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешрĕç. Раççей аслă çĕршыв пулнине çирĕп сасăпа пĕлтерчĕ. Паян та çапла çирĕппĕн ĕçлетпĕр. Малалла утăпăр, пĕрле ăнăçу тăватпăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.