Шупашкар хĕрĕ - Кипрта

5 Дек, 2015

Республикăн тĕп хулинчи Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕнче пурăнакансем - «Чăваш хĕрарăмĕшĕн» ют çынсем мар. Вĕсен кун-çулĕпе, шăпипе тахçантанпах кăсăкланатпăр. Хальхинче çакăнти Светлана Борисова «Пятница» каналпа кăтартакан «Барышня-крестьянка» кăларăма хутшăннине пĕлтĕмĕр.

Ăна иртнĕ эрнере кăтартрĕç. Кипрти Пафос хулинче канни, паллах - унпа тĕл пулмалли сăлтав. Шоу вăхăтĕнче улпут тата хресчен хĕрĕсем 3 кунлăха хăйсен пурнăçĕпе ылмашăнаççĕ. Ентеш ют çĕршыв илемĕпе киленнĕ вăхăтра «Йăл кулă тĕнче мисĕ» титул çĕнсе илнĕ Катерина Шарова Чăваш Республикине килсе тухрĕ. Вăл пирĕн тăрăхра - пĕрремĕш хут. Хăй каланă тăрăх - ялта та пулса курман.

- Эпĕ модель агентстви уçнă, уйăхне 10 пин доллар ĕçлесе илетĕп. Кипрта та, Раççейре те пурăнатăп. Пафос хулинче 300 тăваткал метр лаптăклă вилла пур. Икĕ хутлă çурта 1 миллион çурă европа туяннă. Арçынсен кăмăлĕ хуçăлать пуль-ха та, анчах та эпĕ мăшăрлă, ача çуратнă. Маншăн çав тери хаклă çемье - Питĕрте, - хăйĕнпе паллаштарать вăл.

Катя лавккана çÿреме юратать. Кирлĕ-кирлĕ мар хатĕршĕн 30 пин евро тăкакланăшăн, тĕслĕхрен, пĕр чĕптĕм те пăшăрханмасть. Мĕн кулянмалли пур - çав укçана вăл кĕске вăхăтрах ĕçлесе илет.

Света амăшĕпе, ашшĕпе, йăмăкĕпе тата унăн пепкипе пурăнать. Муркаш районĕнчи Шарпашри кукашшĕпе кукамăшне пулăшма та вăхăт тупать çаврăнăçуллăскер. АЗСра вăй хураканскерĕн шалăвĕ 15 пин тенкĕпе танлашать. Шупашкар хĕрĕ Саша ятлă йĕкĕте килĕштерет. Унпа вăл ĕçре паллашнă.

Тăварлă шÿрпе

«Шанхайри» хама кирлĕ çурта навигаторпа шыратăп. Çук, тупса параймасть çĕнĕ йышши хатĕр. Çурчĕ те, çĕрĕ те харпăрлăх пулманнине кура хула карттине кĕртмен курăнать.

Питĕрте çуралнă, Кипрта пурăнакан Катерина Света Борисовăн килне пĕр чăрмавсăрах шыраса тупни кăна шанăç кÿрет. Эпĕ вара пултараймастăп-ши? Телее, çул хĕрринчен инçех мар иккен вĕсен пÿрчĕ. Ахальтен мар иномаркăпах çитрĕ вĕт хăна. Сăмах май, ăна ырă кăмăллă водитель тÿлевсĕрех леçрĕ. Света хăварнă 50 тенкĕпе инçе кайăн-и?

Ку енĕпе ентеше ытларах ăнăçрĕ. Ăна Кипрта Катьăн амăшĕ кĕтсе илчĕ, хăтлă пÿлĕме вырнаçтарчĕ. Унсăр пуçне хĕре ывăç тулли укçа пачĕç. Пуянсем хăйсен тараватлăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Çапах чăвашсем те маххă памарĕç. Светăн амăшĕ Рена Ананьевна хăнан апат хатĕрлес ăсталăхне тĕрĕслесе пăхас терĕ. Çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа подиум çинче утма хăнăхнă пикене шÿрпе пĕçерме ыйтрĕ. Выльăх ăш-чикне туянмашкăн пасара вĕçтернишĕн Катьăна ырламалла çеç. Шоу вăхăтĕнче пĕтĕм халăх умĕнче ташлани те, хак чакарма тăрăшни те килĕшÿллĕ пулса тухрĕ.

Катя наци апатне килĕштерменнине куртăмăр. Ăна хăнасем кăна мар, ыттисем те çиеймен иккен. Мĕншĕн тесен пĕçерекенсем тăвар хĕрхенмен. Апат хатĕрлеме хăнăхман чиперккене куншăн каçармалла ĕнтĕ.

Муркаш районĕнчи Шарпаша та туххăмрах çитрĕ «Йăл кулă тĕнче мисĕ». Качакана сип­лесшĕнччĕ те - çăмарта ĕçтереймерĕ. Çапах кĕвентепе шыв йăтса, япала чÿхесе хуçасен кăмăлне çавăрчĕ вăл.

Светăн кукашшĕпе кукамăшĕн килĕнче хăна макăрса та илчĕ. Муркаш хĕрарăмĕсем чунран юрланине çапла йышăнчĕ вăл. Ялта сĕтел тулли апат-çимĕçпе кĕтсе илнĕ Катьăна. Ятарласах кукăль-пÿремеч пĕçернĕ. Тем тесен те хăна пăхма пĕлет ĕçчен чăваш халăхĕ.

«Гарри Поттер» фильмри тăмана

Света мĕнле майпа лекнĕ-ха çак кăларăма? «Интернетра пĕлтерÿ куртăм та скайп урлă кастинга хутшăнтăм. Шоу йĕркелÿçисем Чăваш Республикинче пурăнакан хĕре шыратчĕç. Хам пирки, Шупашкарти, Муркаш районĕнчи тăвансем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрăм. Çакăн хыççăн мана кăларăма хутшăнма çирĕплетрĕç», - ăнлантарать чăваш хĕрĕ.

Амăшĕ шарт та март хи­рĕçленĕ-ха малтан. «Мана эсĕ мар тăк кам пулăшĕ?» - куçĕнчен пăхнă тĕпренчĕкĕ. Çакăн хыççăн Рена Ананьевна, паллах, шухăшне улăштарнă. Чăнах, кирек хăш хĕрарăм та ачишĕн тем тума хатĕр. Светăн ют çĕршыва тÿлевсĕр кайса килес шанăç, тен, урăх пулмĕ те.

Шоури хăш-пĕр вăрттăнлăха уçас килет. «Рублево-Бирилево», «Женское счастье» тата ытти кăларăма хутшăннă Катя хăналаннă çĕрте çывăрма килĕшмен. Йĕркелÿçĕсем чиперкке хăна çуртĕнче пурăнма ыйтнине шута илнĕ. Экран çинче вара вăл Светăн вырăнĕ çинчех вăранать. Пуян хĕр ресторанта апатланнинчен те тĕлĕнме кирлĕ мар. Уншăн çакă - пурнăç йĕрки.

Светăн тăванĕсем Катя ачасене юратнине тÿрех асăрханă. Йăмăкĕн 2 уйăхри пепкине те алла тытсах юратнă вăл. Кайран пĕчĕк Артем валли паллă дизайнерсен япалисене ярса пама шантарнă. Хальлĕхе посылка килмен-ха. Те вăхăт, те май пулман унăн?

«Кипра кайса килни нихăçан та манăçмĕ. Ташă каçĕнче савăнни, шыв мотоциклĕпе ярăнни кадра кĕнĕ. Зоопаркра çÿренине, шел те, кăтартмарĕç. Унта жирафа апатлантартăм. Çулçăшăн 10 евро ыйтрĕç. «Гарри Поттер» фильмра ÿкерĕннĕ тăманана кăтартрĕç. Попугайсемпе шоу йĕркелени çаплипех куç умĕнче. Икĕ алă çине вăрă сапрĕç. Вĕçсе килекен кайăксем ман çине ларчĕç», - палăртать Света.

Ăнăçу, пуян пурнăç вăрттăнлăхне уçма пултарчĕ-ши Шупашкар хĕрĕ? Кипрта хăналанни мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулăшрĕ-ши ăна?

«Кашни çыннăн ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама тата телей тупма тăрăшмалла. Укçа нумай-и, сахал-и - ку пĕлтерĕшлех мар. Ăнланакан çывăх тăвансем, юратакан çын, килĕшекен ĕç пурри нимрен хаклă. Çак пуянлăха упрамалла», - кăмăлĕ лайăх пикен.

Асăнмалăх парне

Света Борисова - аслă пĕлÿллĕ. Кăларăмра ăна заправкăра ĕçленине кăтартрĕç. Тĕрĕссипе, унăн вырăнĕ - бензин янă çĕрте мар, кассăра. Çапах тин çеç руль умне ларнă водительсене бак тултарма пулăшмашкăн хирĕç мар вăл. Ăшă çĕртен урама чупса тухма та тивет-мĕн.

Шупашкар хĕрне асăнмалăх икĕ кĕпе, хаклă эреш парнелесе янă. Çывхарса килекен уявсенче тăнăхса-çакса кăтартĕ вĕсене.

Екатерина Шаровăна та пушă алăпа яман. Ăна валли чăваш эрешĕллĕ сĕтел витти ятарласах туяннă.

Каçхине çÿреме

чарман

Света Кипрта тăван тăрăхшăн тунсăхлама ĕлкĕрнине пытармасть. Халĕ Катьăпа иккĕшĕ Интернет урлă хутшăнаççĕ.

«Барышня-крестьянка» кăларăма авăн вĕçĕнче ÿкерме пуçланă. Рена Ананьевна медсестра ятарласах 1 эрне отпуск илнĕ.

«Ачасене пĕчĕкренех хăйсене шанса пурăнма вĕрентнĕ. Хастарлăхĕшĕн, вĕренÿре ĕлкĕрсе пынăшăн учительсем мухтатчĕç вĕсене. Света, сăмахран, шкул хыççăн манран укçа ыйтса курман. Малтан техникумра, унтан аслă шкулта пĕлĕвне тарăнлатнă вăхăтрах ĕçлеме те май тупнă.

Хĕрсене каçхи клуба та, ташă каçне те кайма чарман. «Çÿрĕр, анчах пуçа ан çухатăр», - тенĕ. Манăн шухăшпа, хальхи пурнăçра çапла пулмалла та. Çамрăксен килтен тухмасăр пурăнмалла мар. Хĕрсен кирек хăçан та хăйсене хÿтĕлеме пултармалла», - чунне уçать амăшĕ.

Светăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Вăл спортпа туслă, хĕвелтухăç ташшисене килĕштерет. Çак ăсталăх ăна Кипрта хăйне кăтартма пулăшрĕ. Сцена çинче мĕнешкел илĕртÿллĕ авкаланчĕ чăваш хĕрĕ.

Çарамас сăнÿкерĕнме килĕшменшĕн амăшĕ те ырлать ăна. Çакă савнине те килĕшмен пулĕччĕ.

Калаçуранах Света Сашăна мĕнешкел хытă юратнине пĕлме пулать. Мĕн чухлĕ ăшă та çепĕç сăмах пĕлет каччă! Кашнине уйрăм хут çине çырнă. Шкап çине çыпăçтарнăскерсене хам та вуларăм. Чун ирĕлсех кайрĕ.

Катя кăларăма хутшăнакансене пурне те хăнана чĕнсе хăварнă. Кам пĕлет, тен, татах тĕл пулĕç вĕсем?

Хăна выльăх ăш-чикне, кăларăмра кăтартнă пек, 300 тенкĕпе мар, хăйĕн укçипе маларах туяннă. Чăваш Республикинче 3 кун мар, ытларах пурăннă...

Юлашкинчен хам та шоу йĕркелес терĕм. Рена Ананьевна, тĕслĕхрен, гитара каламасть, анчах çав инструмента аллине тыттарсанах артиста çаврăнчĕ вăл. Хĕрарăм кĕвĕ кăларма пĕлменнине кам ĕненĕ?

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.