- Чăвашла верси
- Русская версия
«Трак ен» - аваллăх управçи
Ярăнтарса ярар-и?
Пăхса тăран çыннисене
Тĕлĕнтерсе ярар-и?» - çакнашкал такмакласа юрларĕ «Трак ен» ушкăн кăçалхи пĕтĕм чăваш Акатуйĕнче. Николай Никоноров илемлĕх ертÿçи хут купăсне туртнисĕр пуçне тапăртатса ташларĕ. Ури тупанĕнчен хĕм тухнăн туйăнчĕ. Ас тăватăп: куракансем çак ушкăна тăвăллăн алă çупса сцена çинчен ăсатрĕç. «Артистсенчен пĕрре те кая мар», - терĕç вĕсем пирки.
Пултаруллă, хастар, маттур
Каярахпа «Трак ен» фольклор ушкăнĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе çула тухрăм. Унта çÿрекенсемпе Красноармейскинчи культура çуртĕнче тĕл пулса калаçрăм.
Çак ушкăн 1992 çулта йĕркеленнĕ, малтанах вăл «Йыхрав» ятпа çÿренĕ. Юрра-ташша юратакансем, йăла-йĕркене хисеплекенсем пуçарнă ăна: хăй вăхăтĕнче Красноармейски райпо председателĕнче ĕçленĕ Альбина Дмитриева, Зинаидăпа Виталий Михайловсем чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, Юрий Миронов баянист-аккомпаниатор. Ертÿçĕсем çулсеренех улшăнса тăнă. 1997 çулта фольклор ушкăнĕн тилхепине Николай Михайлович Никонорова шанса панă. Çак çултан вăл «Трак ен» ятпа çÿреме тытăннă. Николай Михайлович, асăннă районти Çĕньял Чуракассинче çуралнăскер, Шупашкарти чăваш наци лицейĕнче, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, Хусанти патшалăх консерваторийĕнче, Чăваш Енри культура институтĕнче ăс пухнă. Ахальтен мар ушкăна хутшăнакансем ăна тапса тăракан çăлкуçпа танлаштараççĕ. «Вăл - район чĕри, - терĕç вĕсем унăн пултарулăхне хакланă май. - Эпир унсăр пурăнма пултараймастпăр. Хăйĕн ĕçне чăннипех юратать, тĕплĕн пурнăçлать».
Чăн та, унăн пултарулăхĕ пирки каласа пĕтереймĕн. Хастар çамрăк ĕçе пикеннĕ-пикенмен вырăнти юрра-ташша пухассипе кăсăкланнă. Ялтан яла çÿресе йăла-йĕрке, юрă-кĕвĕ çырса илнĕ, чăваш тумтирĕ пухнă. Сăмахран, унăн экспедици материалĕ тăрăх Владимир Милютин ку тăрăхри «Шапăртăк» ташша лартнă. Ăна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ паянхи кунччен сцена çинче ташлать. Çавăн пекех «Трак ен» те манăçа кăлармасть. «Сăра ташши» те çак майпах çĕнĕрен «чĕрĕлнĕ». Фольклор ушкăнĕн репертуарĕнчи чылай юрă-кĕвĕ те Николай Михайловича пула пурнăçра сыхланса юлнă. «Трак ен» йăла-йĕркепе çыхăннă уявсене те - туй, аслă вăйă, кĕр сăри, Мăнкун, Çăварни, авăн пăтти, йĕтес туртни, тăла тÿни, улах - халăх умне кăларать.
Пултаруллă арçын тĕрлĕ музыка хатĕрĕпе калать, купăсçăсен «Хавал» ансамбльне те ертсе пырать. Ахальтен мар ăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă.
«Юрă-кĕвĕсĕр пурăнаймастăп»
«Трак ен» ушкăн районта çитмен ял хăварман. Республика, çĕршыв шайĕнчи фестиваль-конкурссене те пĕрре мар хутшăннă вăл. Артистсем Чулхула, Тутарстанпа Мари Эл, Пушкăртстан сценисем çинче те хăйсен юрри-ташшипе куракана савăнтарнă. Çакна та асăнмалла: фольклор ушкăнĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех Тюмень облаçĕнчи чăвашсемпе тачă çыхăну тытать, инçе çула пăхмасăр кайса çÿрет. Йăла-йĕркене упранăшăн, авалхи юрра-кĕвве чĕртсе тăратнăшăн, ăна куракан умне çĕнĕрен кăларнăшăн «Трак ене» 2001 çулта «халăх» ятне панă. Маларах вара, 1999 çулта, вăл Нестер Янкас преми лауреачĕ пулса тăнă. Тĕрлĕ фестивальте, конкурсра çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ Хисеп хучĕсен шучĕ те çук. Вĕсене типтерлĕн упраççĕ вĕсем.
Камсем çÿреççĕ-ха кунта? Шел те, ытларах ватăсем. Çирĕме яхăн вĕсем. Çулланнă пулсан та тепĕр çамрăкран ирттереççĕ. Вĕсен шухăш-кăмăлĕпе вулакана та паллаштарам.
Лина Александрова:
- Çак ушкăна 1994 çултанпа çÿретĕп. 62 çулта пулин те юрлама-ташлама юрататăп. Ватăлас килмест, чун культура çуртнех туртать. Коллективпа чылай çĕрте пулса куртăм, малашне те юрласчĕ-ха.
Алевтина Федорова:
- Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех юрлама юратнă. Кун-çула больницăра ĕçлесе ирттертĕм. Юрă-кĕвĕсĕр вара пурăнаймастăп. Кунта килсен пĕтĕм ыратни иртет. Çынпа хутшăнни те лайăх. Пĕр вăхăт фольклор ушкăнĕнчен кайма шухăш тытрăм, анчах тантăшсенчен уйрăлаймастăп. Çулсем те хăвăрт вĕçсе иртеççĕ. Эпĕ халĕ 74-ра.
Гурий Дубров:
- Асатте-асанне юрă юратнă. Атте-анне те тĕрлĕ ĕç пурнăçланă чухне яланах юрланă. Вĕсене итлеме кăмăллаттăм. Хам та 1967 çултанпах сцена çинче. Культура ватăлма памасть. 82 çулта пулсан та «Шапăртăк» ташлатăп. Унсăр пуçне юрăсем те çыратăп. Вĕсем манăн 100-е яхăн. Хăшне-пĕрне «Трак ен» ушкăн та юрлать.
Комментировать