Республикăпа паллашнă, ыйтусене сÿтсе явнă

4 Дек, 2015

Виçĕм кун пирĕн республикăра Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, Чăваш Республикинчи федерацин тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа пĕрле малтанах Шупашкарти электротехника объекчĕсемпе паллашнă. «ВНИИР» акционерсен уçă обществи Раççей шайĕнче ĕçлет, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ предприяти шутланать. Унта электроэнергетика валли кирлĕ оборудование проектласа хатĕрлеççĕ, туса кăлараççĕ. Михаил Бабич подстанци системисемпе хатĕрĕсен центрĕпе, оборудовани пуçтармалли производствăпа, çавăн пекех хальччен ют çĕршывра кăларнă продукцие вырăнта хатĕрлекен "АБС Электро" холдингпа паллашнă. Унăн ертÿçи Ненад Попович палăртнă тăрăх - холдинга кĕрекен предприятисем электроэнергетикăна, кимĕ-карап тăвакансене, коммуналлă хуçалăха, нефть, газ, металлурги тата ытти тытăмсене таварпа тивĕçтереççĕ. Пахалăхĕпе вăл чикĕ леш енчисенчен нимĕнрен те япăх мар. Михаил Бабич "АБС Электро" ĕçĕпе кăмăллă юлнă. Кунашкал производствăсене хальхи вăхăтра Раççей территорийĕнче йĕркелеме кирлине, холдинг ку енĕпе ĕçе хатĕррине палăртнă.

Çынсене ишĕлекен çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарас ыйту та çул çÿревре айккинче юлман. Шупашкарта ку программа мĕнле пурнăçланнипе паллашнă май Михаил Бабич Б. Хмельницкий урамĕнчи 127-мĕш çуртăн иккĕмĕш корпусне çитсе тĕрĕсленĕ. Кунти 20 хваттере малтан Граждански урамĕнчи авариллĕ 3 çуртра пурăннă çынсене панă. Çĕнĕ вырăнти пурнăç условийĕсемпе Михаил Бабичпа пĕрле республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Андрей Чибис тата ытти яваплă представительсем те кăсăкланнă.

Çĕнĕ çуртсем хăпартни кăна çителĕксĕр, вĕсен çывăхĕнчи территорие те аталантармалла. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх - граждансене хăтлă хваттерсене куçарассипе тата авариллĕ хуралтăсене пăсассипе çыхăннă тăкака çĕнĕ çурт тăвакан организаци хăй çине илет. Çакна кура муниципалитетăн укçи перекетленет.

Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич промышленноç, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă хыççăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хĕле хатĕрлессипе çыхăннă тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе йĕркеленĕ округри канашлăва ертсе пынă. Федерацин Атăлçи округĕнчи Çамрăксен канашĕн ларăвне хутшăннă.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.