"Çамрăксен хаçачĕ" 90 çулхи юбилейне паллă тăвать

3 Дек, 2015

1925 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче "Канаш" /халĕ "Хыпар"/ хаçат редакцийĕ тăрăшнипе "Çамрăк хресчен" кăларăмăн пĕрремĕш номерĕ пичетленнĕ. "Çамрăк хресченĕн" пĕрремĕш редакторĕ Дмитрий Исаев /Аврель/ пулнă. Кăларăмăн малтанхи номерĕсем 1500 экземплярпа саланнă. "Çамрăк хресчен" ятпа тухса тăма пуçланнă хаçатăн ячĕ темçе те улшăннă: 1930-1937 çулсенче - "Çамрăк колхозник", унтан - "Çамрăк большевик". Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хаçат тухма чарăннă. 1952 çулта "Çамрăк коммунист" ятпа çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă. Вăл икĕ чĕлхепе пичетленнĕ: чăвашла тата вырăсла. 1966 çулта кăларăмăн чăвашла вариантне кăларма пăрахнă. Çакна "Пионер сасси" тухма пуçланипе çыхăнтарнă. 1996 çулта "Çамрăксен хаçачĕ", "Çамрăк хресчен" пекех, "Хыпар" ăшĕнче çулталăк тухса тăнă, 1997 çултан ăна уйрăммăн çырăнтарма тытăннă.

Паян "Çамрăксен хаçачĕ" 16 страницăпа эрнере пĕрре тухса тăрать, обществăпа политика кăларăмĕ çĕр-çĕр ыйтăва хускатать, çапах чи пĕлтерĕшли - çамрăксен пурнăçĕ, аталанăвĕпе канăвĕ, спорт, культура тата вĕрентÿ ыйтăвĕсем. Унсăр пуçне кăмăл-сипетпе çыхăннă материалсем те куллен пичетленеççĕ. Хаçат тематики рубрикăсенчен те яр уççăн курăнать: "Çивĕч ыйту", "Эпĕ те калам-ха", "Пĕр çын шăпи", "Çамрăксен тĕпелĕ", "Специалистпа канашлатпăр", "Чуна уçса калаçар", "Паттăр çуралнă тăрăхра", "Йĕрке хуралĕ пĕлтерет", "Сирĕн яла пырса кĕрсен..."Юратупа наркăмăш" кăларăма аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксем кăна мар, ватă çынсем те хапăл тăваççĕ. Унта вулакансен çырăвĕсем, арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсемпе çыхăннă кăсăклă фактсем, ыйтăмсем пичетленеççĕ, специалистсен хуравĕсем, "паллашу кĕтесĕ" пур. "Сирĕн валли" страница кил хуçи арăмĕсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, унта алă ĕçĕсем тума вĕрентеççĕ, тухтăр сĕнĕвĕсем тата шута илмелли ытти канаш пичетлеççĕ.

8 пин те 500 экземлярпа тухса тăракан "Çамрăксен хаçатне" Чăваш Енре пурăнакансем кăна мар, ун тулашĕнче тĕпленнисем те çырăнса илеççĕ.

"Хыпар" Издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" редакцийĕнче вăй хуракансем çулленех пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Тĕрлĕ çулта Ирина Алексеева, Ольга Калитова, Дмитрий Моисеев ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне кĕнĕ, тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ. Кăçал "Çамрăксен хаçачĕн" редакцине çырăнакансен йышне ÿстернĕ 10 кăларăм шутне кĕнĕшĕн Раççейри пичет продукцине халăхра саракан ассоциаци Дипломпа чысланă. "Çамрăксен хаçачĕн" 90 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă мероприяти раштавăн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче иртет. Уяв 18.30 сехетре пуçланать.

Редакци.