Саламлатпăр!

3 Дек, 2015

«Çамрăксен хаçачĕн» коллективне,

штатра тăман корреспонденчĕсене тата çак пичет кăларăмне юратса

вулакансене хаçатăн 90 çулхи юбилейĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ валли уйрăм хаçат кăларма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ. Вăл «Çамрăк хресчен» ятпа 1925 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче 1 пин те 500 экземплярпа кун çути курнă. Çавăнпа çак куна чăваш çамрăкĕсен журналистики пуçланса кайнă тапхăр пек палăртмалла. Уйрăм хаçат республикăри яшсемпе хĕрсене пĕр-пĕринпе хутшăнма майсем уçрĕ. Самана улшăнса пынă май чăваш çамрăкĕсен хаçачĕ ятне пĕрре мар улăштарнă, анчах тĕп тĕллевне вăл нихăçан та çухатман. Чăваш каччисемпе пикисен уйрăм хаçачĕ Петĕр Хусанкая, Хумма Çеменне, Василий Рзая, Николай Шелепине, Куçма Пайраша тата ытти нумай-нумай çыравçа литература анинче пирвайхи утăмсем тума пулăшнă - хаçатра вĕсен пĕрремĕш хайлавĕсем кун çути курнă.

1996 çулта «Хыпар» хаçат редакцийĕ чăвашла чылай вăхăт пичетленмен кăларăма чĕртсе тăратрĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» тиражĕ кĕске хушăрах пысăкланчĕ. Çĕнĕ технологисем, Интернет питĕ хăвăрт аталансан та паянхи «Çамрăксен хаçачĕ» хăйĕн вулаканĕсен йышне чакармарĕ, юлашки тăватă çулта унăн тиражĕ ÿссе пырать. 2010, 2015 çулсенче хаçат редакцийĕ Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркелекен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Редакцире вăй хуракансем çулленех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне кĕреççĕ, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурсра çĕнтереççĕ. Кăçал «Çамрăксен хаçачĕ» Раççей шайĕнче иккĕмĕш çур çул валли çырăнакансен шутне ÿстернĕ вунă кăларăм йышне кĕчĕ. Дмитрий Моисеев редактор Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ.

Редакци пысăк мар йышпах тĕлĕнмелле пархатарлă ĕç пурнăçлать. «Çамрăксен хаçачĕ» - чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçне паянхи çивĕч ыйтусене сÿтсе явса пурнăçа кĕртме пулăшакан уçă платформа, йăнăшсенчен пăрăнса тÿрĕ çулпа утма вĕрентекен шкул, тĕрлĕ тытăм ĕçĕ-хĕлне анлă çутатса самана таппипе тан утма хистекен массăллă информаци хатĕрĕ. «Çамрăксен хаçатне» кун çути кăтартакан йыша тата çак пичет кăларăмне кăмăлтан вулакансене çирĕп сывлăх, ырлăх, телей тата ăнăçу сунатпăр!

«Çамрăксен хаçатне» çуратнă «Хыпар» хаçат редакцийĕ.