Алексей Леонтьев, «Александр Грина чăвашла куçарни – тăван сăмахлăхăмăра пуянлатни, унăн çунатне сарни»

28 Фев, 2014
А.Грин вил тăпри умĕнче. 1977.

Шупашкарти «Çĕнĕ Вăхăт» издательствăра 2010-2012 çулсенче «Александр Грин. Суйласа илнисем» пилĕк томлă ярăм кун çути курчĕ. Куçаруçи – «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев. Ярăмра 6 роман тата 88 калав: пурĕ 2020 страница. Ярăмăн йывăрăшне те ÿркенмесĕр виçсе пăхрăмăр: 2 килограмм та 100 грамм. Чăнах та – улăпла ĕç. Кĕнекесен дизайн теветкеллĕхĕ ытаруллă-илĕртÿллĕ: тÿрех вулас килет. Тăван литературăра Атăл варкăшне хăнăхнă эпир, Александр Грин вара (Александр Степанович Гриневский, 1880-1932) чăваш чун хутлăхне аякри тинĕссен сывламне илсе килчĕ. Шупашкар тинĕсĕ тĕнче океанĕпе пĕрлешрĕ. Çутă ĕмĕт-юратăвăн сÿнми çăлтăрĕ Ассоль чăвашла калаçма тытăнчĕ.

«Самант» хăни – Алексей Петрович Леонтьев.

– Ик чĕлхелĕх саманинче вырăсларан чăвашла куçарни кирлĕ-ши?

– Манăн шухăшăмпа – пушшех те кирлĕ. Эпир тĕрлĕ чĕлхеллĕ пĕрлĕхре пурăнатпăр, вăйлă чĕлхене суйласа илетпĕр. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра вăйли мĕнле чĕлхе? Яла кай – шкул ачисем пĕрремĕш класран пуçласах урамра та вырăсла шакăртаттарса калаçса çÿреççĕ. Хăйсем мĕншĕн чăвашла калаçманнине те пĕлмеççĕ тепĕр чухне. Тăван чĕлхене упраса хăварас тесессĕн ăна тĕрлĕ меслетпе пуянлатмалла та аталантармалла. Кирек мĕнле литература та – енчен урăх литературăпа пуянланмасассăн – тулли мар, чухăн.

– Александр Грин чăвашла куçарма тивĕçлĕ çыравçă апла?

– Грин кăна мар паллах. Маншăн шăпах вăл – чăвашла чăн малтан куçармалли çыравçă.

– Куçару пултарулăхĕн «çăкăрĕ» йÿçĕ-и е пылак?

– Пылак марри тÿрех паллă. Час пулакан ĕç мар куçару. Вăхăт хăрушла çитмест, тем тесен те – талăкра 24 сехет сахал! «Хыпар» Издательство çуртĕнче хальхи вăхăтра 16 кăларăм. Малтан 7 кăларăмччĕ. Маларах куçарса ĕлкĕртĕм хайлавсене. Паян вĕсемпе ĕçлеме питĕ кăткăс пулатчĕ.

Енчен те чĕлхе пуянлăхне алла илсессĕн, унăн илемлĕхне туйсассăн – куçару «çăкăрне» тутă кĕрет, «йÿçĕ-пылакки» чуна-чĕрене пырать. Çакна та палăртар: чĕлхери кашни сăмаха пĕлетпĕр тесе никам та калаймасть. Темле малкай чĕлхеçĕ те Ашмарин словарĕнчи сăмахсарăн 25 процентне пĕлет-и-ха? Питĕ иккĕленетĕп. Пĕлсен – турра шĕкĕр! Куçару «çăкăрне» ас тивсе пăхас тесен практика пулмалла, опыт кирлĕ. Журналист-публицистăн çав опыт пур, мĕншĕн тесен эпир, хаçатçăсем, чĕлхепе кашни кун ĕçлетпĕр. Кану пĕртте çук. Эппин, эпир чĕлхепе калаçатпăр кăна мар, сывлатпăр та.

– Пĕрремĕш юрату мĕнне тин туйнă çамрăксем Грина куçарма пултармалла пек.

– Те-емĕн... Ахăртнех, Грина пит çамрăкла та, 20-25-сенче те куçарма йывăртарах. Ансат çыравçă мар вăл! Эпĕ «Хĕрлĕ парăса» куçарма пуçланă чухне 25-ре пулнă. 80-мĕш çулсен пуçламăшĕччĕ. Ун чухне «Коммунизм ялавĕнче» ĕçлеттĕм. Куçартăм эпĕ хайлава – романтика ытамĕнчи çамрăк, вара вуласа тухрăм та – туятăп: темĕн çитмест. Тепре тÿрлететĕп, каллех машинкăпа çапатăп. Ĕненетĕр-и: 5 ăстрăм тÿрлетсе пичетлерĕм! 2006 çулта Чăваш кĕнеке издательствине кайса парас умĕн çĕнĕрен вуласа тухрăм та каллех тÿрлетрĕм.

Ярăмăн пĕрремĕш томне кăларнă чухне, 2010 çулта, «Хĕрлĕ парăса» тепĕр хут вуласа тухрăм та каллех темĕн чухлĕ тÿрлетÿ тупăнчĕ. Çичĕ хутчен «сухаласа» тухма тиврĕ пĕр романа! Сухаласа кăна мар – акса, çумласа, шăварса, тирпейлесе. Тен, вулакансенчен хăшĕ-пĕри çакна ĕненмĕ те.

– Грина куçарма интереслĕ-и?

– Питĕ интереслĕ. Манăн характерăн пĕр енĕ пур: пысăк ĕç тăвас умĕн нумай шухăшлатăп. Вара кайран – шухăшласа çитернĕ хыççăн – ĕç хăвăрт, кал-кал каять. Пылакки ахалех илĕртÿллĕ. Йÿççи вара кăмăла туптать, чĕлхе хăватне туйтарать. Куçараятăп-и е куçараймастăп-и тени хамшăн та кăсăклă пулнă. Хăвна тĕрĕслени ку. Шухăш, стилистика тĕлĕшĕнчен Гринăн «Хĕрлĕ парăсран» кăткăсрах чылай хайлав пур. «Хумсем çинче чупаканах» илер. Мĕнле куçармалла кăна тесе самай пуçа хыçтарчĕ. Пуçлатăн та, геройсен шухăшлав еккине тупатăн та – ĕç çыпăçуллăн тăсăлать, куçаратăн-асап­ланатăн та, сисместĕн те – куçару юхăмĕ малалла çу сĕрнĕ пек пырать. Калăпăр, вăхăт хĕсĕкрен пĕрер эрне куçармарăн тăк тÿрех туйăнать – каллех темĕскер чăрмантарать ав. Паллă: шухăш çиппи лĕнчĕленнĕ.

– Гринсăр пуçне тата кама куçарнă?

– Александр Беляева. «Доуэль профессор пуçĕ» романа 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех чăвашлатнăччĕ. Унтан – «Амфиби çынна». Вĕсем çак кунсенче «Çĕнĕ Вăхăт» издательствăра пичетленсе тухрĕç.

Александр Грин пур пĕрех чуна чи çывăххи. Грин пек çыравçă маншăн Раççейре çуках. Грин – сюжет ăсти, ăна асамлăн чĕртсе тăратакан, кăсăклăн аталантаракан. Шухăш вĕçевĕ те тĕлĕнтерет. Хăйне евĕрлĕ çĕр-шыв (Гринланди )шухăшласа тупни те шăп Гринла.

– Çыравçă вил тăприйĕ çине кайса курман-и?

– Арсений Тарасовпа 1977 çулта çитсе килнĕччĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче стипенди илнĕ хыççăн çула тухрăмăр. Кĕсьере 90 тенкĕ. Симферополе – самолетпа, унта çĕр каçнă хыççăн тепĕр кунне – Феодосие. Унта Гринăн музейĕ пур. Кайран Ватă Крым хулине çуранах утрăмăр. Писатель юлашки кунĕсене çавăнта пурăнса ирттернĕ. Ватă Крымра та çыравçă музейĕ ĕçлет. Çурт умĕнче çÿллĕ, лапсăркка пан улми йывăççи – ун çинче хĕрлĕ галстуксем. Грин патне килнисем çыхса хăварнă. Çавнашкал йăлапа çыравçа чунран хисеп тунине палăртнă. Мешехене ăнланмалла: хĕрлĕ галстук – хĕрлĕ парăс.

– Куçарăва хăш пусăмри çынсене адресланă? Çамрăксене хăш хайлавне чăн малтан вулама сĕннĕ пулăттăр?

– Çамрăк чухне «Хĕрлĕ парăса» кăмăлланă. Халĕ те килĕшет вăл, кăмăлламасăр ниепле те май çук ăна, питĕ хăйне евĕрлĕ хайлав, çутă романтикăпа тулнă. Грин шедеврĕсем мĕн пур ăру валли. Вĕсем яланлăхах. Çамрăксен хăш хайлава малтан вуласси пирки те иккĕленÿ çук. Паллах – «Хĕрлĕ парăса». Çине тăрсах вулама сĕнекен хайлав – «Гнор пурнăçĕ». Сюжет аталанăвĕ, юратăвăн виç кĕтеслĕхĕ вулакана тыткăнлать. Романтика тесе вулатăн та – хайлав питĕ вирлĕ реализм тĕслĕхĕ пулнине ăнланатăн.

– Вуламалли виççĕмĕш хайлава та палăртар.

– Çакнашкал палăртма пулать-ши? «Зурбаган перÿçи» тейĕпĕр. Çухалнă ăру, ытлашши çынсем текен ăнлав пур. Çак ламăн çынни ĕнтĕ перÿçĕ. Çухалнă ăрăвăн тымарĕ авалтанпах пырать. Иоганн Гете, Михаил Лермонтов пултарулăхĕнче кăтартуллăн тухса тăрать вăл.

Ăрăвĕ çухалман ĕнтĕ, çыннисем обществăра, халăх хушшинче, самана таппинче хăйсене урăхларах тытаççĕ. Вĕсене пурнăçра кичем. Зурбаган перÿçине, тунсăх тыткăнĕнчи йĕкĕте, хăйне хăй хисеплеме, тăван çĕр-шывне пĕр сăлтав хÿтĕлеме хистет.

– Тăлмачшăн çыравçăн хăш хайлавĕ чи кăткăсси?

– Гринăн пĕр романне, «Ялтăркка тĕнчине», куçараймарăм. Унта левитаци пирки сăмах пырать. Çын гравитаци вăйне çĕнтерет, вĕçсе çÿрет. Романа икĕ-виçĕ хут та вуласа тухнă. Йышăнатăп: ăна тытма хальлĕхе вăхăт çитмест. Тепĕр тесен ăна кăткăс теместĕп. «Хумсем çинче чупаканпа» танах. Романа, паллах, куçаратăпах, иккĕленÿ çук. Тĕллев лартнă – вăхăт тупатăпах.

– Чи килĕшекен хайлав, герой тата сюжет?

– Пурте килĕшеççĕ пĕтĕмĕшле. Çакна та палăртмалла: кирек мĕнле çыравçăн мĕн пур япалине килĕштерме ниепле те май çук. Ун пек пулма пултараймасть – кашни этем тĕрлĕрен. Анчах та эпĕ куçарнă 2,1 килограмран (кулать) кашни грамĕ маншăн хаклă, кашни хайлава юратса вуланă, юратсах куçарнă.

– Ăнланнă тăрăх – çыравçă пултарулăхĕ этем пурнăçĕ­­пе утăмлă: паян пĕр хайлав килĕшет, ыран – тепри.

– Камшăн – мĕнле. Гринăн пултарулăх еткерне пĕлетĕп пулсан та – тĕлĕнсе каймалла сюжетсемпе мана «ухмаха» кăларма пăрахман-ха вăл.

– Асамлă май пулсассăн çыравçăн хăш хайлавĕнче пурăнса курас килет?

– «Хумсем çинчи чупаканри» Гарвейпа пĕрле тинĕс тăрăх ишес килет. Фрези Грант патне кăмăл туртать. Ассоль çĕр-шывне мĕншĕн кайса килес мар? Хĕрлĕ парăслă караппа ĕнтĕ! «Тăвăл пырĕ» хайлаври пиратсене килĕштермесĕр пултараймастăн. Вĕсем – пуç касансем, анчах та мĕн таран хăйне евĕрлĕ! Чун, психологизм тĕп вырăнта. «Карапсем Лис-ра» хайлавра Битт-Бой лоцмана сăнарланă. Вăл ракпа чирлĕ пулин те калама çук харсăр, хăюллă. Дюк капитан (çак ятлă калав сăнарĕ): вăл та тинĕссĕр пурăнаймасть. «Ылтăн сăнчăрти» Сандие кăмăлламасан епле? «Ниçталла çул» романри Давенант-Гравелота мĕн таран хĕрхенмелле. Мĕн таран таса вĕсем, çынсене еплерех шанаççĕ, никама та сутмаççĕ.

– Тăван сăмахлăхра е тĕнче литературинче хăш çыравçă пултарулăхĕ Гринăн еткерĕпе кĕвĕленет?

– Кун пирки пĕрре мар шухăшланă. Кампа танлаштармалла Грина? Португал чĕлхипе çыракан Паоло Коэльо аса килет. Унăн «Алхимикне» темиçе хутчен те вуласа тухнă. Романтизм тĕлĕшĕпе, çын ĕмĕтленĕвĕпе, хăйĕн тĕллевне еплерех пурнăçланипе килĕшет хайлав. Коэльон çак романĕ «Хĕрлĕ парăспа» пĕрешкелтерех пек туйăнать. Джек Лондон калавĕсем çывăх, чи малтан вара – «Пысăк çуртăн пĕчĕк хуçи».

– Куçару нушинче черетре кам? Е хăвăр пултарулăхăрпа ĕçлеме тытăнасшăн мар-и?

– Эсĕ те йăнăшатăн иккен. Куçару вăл – шăпах манăн пултарулăх. Тĕнче литература классикин постулачĕ: куçаруçă – оригинал-хайлавсем çыраканпа тан. Çакăн тĕшши ансат: куçаруçă пĕр чĕлхепе çырнă писателе тепĕр чĕлхене кĕртет. Çапла вара пĕр халăх юратса вуланă хайлава тепĕр халăх кăмăллама пуçлать. Куçарнă произведени тепĕр литературăн иксĕлми пайĕ пулса тăрать. «Алексей Петрович, эсир нумай куçаратăр, мĕншĕн хăвăр çырмастăр – пултаратăр вĕт?» – тесе мана пĕрре мар каланă. Идея-фикс текенни пур манăн. «Грина куçарма тĕллев лартрăм – ăна куçарса пĕтермесĕр урăх нимĕн те тытмастăп!» – терĕм. Çыравçăн пилĕк томне куçарни хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев пулчĕ тесех калатăп.

Эпĕ, ахăртнех, калав, роман е повесть çырма пултаратăпах. Анчах çак шухăш хальлĕхе тĕвĕленсе çитеймен. Тĕллев урăх. Нумай томлă куçару кĕнекисен пуххине çутă кăтартас килет. Ярăмĕ паллă – «Ачасен ылтăн вулавăшĕ». Яваплах пĕлтерме пултаратăп: виçĕ том хатĕр, тăваттăмĕшĕ «çул çинче».

Пĕрремĕш кĕнеке тухрĕ ĕнтĕ. Александр Беляевăн «Доуэль профессор пуçĕ» тата «Амфиби çын». Çывăх вăхăтра Алексей Толстойăн «Гарин инженер гиперболоичĕпе» «Аэлита» хайлавĕсене вулакан патне çитересшĕн. Каллех хăйне евĕрлĕ произведенисем вĕсем.

– Чăваш писателĕсем куçарусене мĕнле йышăнчĕç?

– Пĕлĕшсем, туссем, юлташсем аван хакларĕç. Хальлĕхе начар тенине илтмен. Вĕрентÿ тата Культура министерствисене пысăк тав. Грин томĕсене шкулсем валли 620-шер, культура учрежденийĕсем валли 300-шер туянчĕç.

– Куçарусăр тăван литература мĕскĕнрех пулса тухать-и?

– Кирек мĕнле литература та – тутар, çармăс, чăваш е урăххи – хăйĕн хуранĕнче кăна вĕренипе пуян та тулли пулаймасть. Куçару та – чăваш литератури. Çурăлса кай – чăваш литератури вăл. Кам «Робинзон Крузона» акăлчанла вуланă? Пирĕншĕн вăл – вырăс литератури.

– Паянхи общество никĕсĕнче «экономика этемĕ» тăрать, «çутă» пуласлăха прагматиксемпе реалистсем çеç тума пултараççĕ теççĕ. Грина вулатăн та – унта прагматиксем валли вырăн çук. Романтиксем кăна чăн-чăн ĕç тăваççĕ. Чăн-чăн ĕç тăваканни романтик эппин?

– Çĕнĕ çĕрсене хăй вăхăтĕнче романтиксем уçнă. Кам вăл – Христофор Колумб? Романтик тетпĕр. Анчах капăшсăр пысăк прагматик та, рационалист та ылтăншăн çунса, экспедицисенче пин-пин индея вĕлерни паллă. «Ĕç тунă».

«Хĕрлĕ парăсри» Грэй, калăпăр, ача чухне Христоса пăталанă ÿкерчĕке курать. Тытать те пăтисене кăвак сăрăпа сăрласа хурать. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çынна инкек тунине, пăталанине чăтма пултараймасть. Романтик вăл. Таса романтик.

 

Владимир СТЕПАНОВ калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.