Пĕр ыйту та хуравсăр юлман

2 Дек, 2015

Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Генеральнăй Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе политика партийĕ "çуралнă" кун, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче, çĕршывăн 85 рагионĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кун иртрĕ. Çав кун Раççейре çынсене 10 пин ытла площадкăра йышăннă.

Чăваш Республикинче Пĕрлехи йышăну кунĕнче çынсемпе Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Патшалăх Канашĕн, хула, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсем, влаçăн ĕç тăвакан органĕсен представителĕсем, юристсем, должноçри яваплă ытти çынсем тĕл пулчĕç, кашнин ыйтăвне тĕплĕн тишкерсе тивĕçлĕ йышăну турĕç. Чылайăшне патшалăх органĕсене ярса панă, ыттисен хуравне вырăнтах татса панă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов раштавăн 1-мĕшĕнче Вăрнар поселокĕнче халăха йышăннă. Килнисенчен ытларахăшне çынсене бараксенчен хăтлă çурт-йĕре куçарасси, пушарта шар курнисене патшалăх пулăшăвĕ кÿресси, сусăрсене ĕçпе тивĕçтересси, вĕренÿ учрежденийĕсене тĕрĕс мар реорганизацилени, ялсенче культура çурчĕсем çĕклесси тата ытти те кăсăклантарнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин çивĕч ыйтăвĕсем çĕкленнĕ. Спикер кашни ыйтăва шута илнине, вĕсене татса пама тĕрлĕ ведомствăна çитерме шантарнă.

Ю.СТЕПАНОВ