Куракана савaнaç парнелерĕç

1 Дек, 2015

Ĕмĕтленнĕ саманта кĕтнĕ чухне вăл питĕ вăрах шăвать. Вăл çитет те - питĕ хăвăрт иртсе каять. Ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов ячĕллĕ йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ те çавăн пекех. Акă юбилейлă çирĕм пиллĕкмĕш фестиваль пирки те иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăл гала-концертпа хупăнчĕ.

Ун умĕнхи темиçе каç çинчен асăнса хăвармаллах. Иккĕленÿ çук, классика музыкине юратакансем кашни тĕлпулăва чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Акă чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче сцена çине Дж.Вердин "Бал-маскарачĕ" тухрĕ. Опера сюжетне улшăнусем кĕртнĕ пулсан та, унăн никĕсĕнче - 1792 çулта Швеци корольне III Густава бал-маскарадра вĕлерни. Спектакль ăнăçлă, пысăк шайра иртрĕ, пахалăха ÿстерме Мускавран килнĕ солистсем те пулăшрĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.