Кивçен укçапа тирпейлĕ пулмалла

1 Дек, 2015

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев регионсен бюджечĕсен парăмĕн ыйтăвĕпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă, сăмах каланă.

Дмитрий Медведев Правительство регионсене бюджет кредичĕсем парассине малалла тăсассине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех кĕске тапхăрлăха паракан кредитсен вăхăтне 30-тан 50 кун таран тăсас тĕллевлине палăртнă. «Вăхăтлăх кредитсен шучĕпе регионсен бюджечĕсем 800 млрд тенкĕ ытла илнĕ. Вĕсен вăхăтне тăсни укçапа усă курассине меллĕрех тăвĕ», - тенĕ вăл. Йышăннă мерăсем регионсен коммерци кредичĕсемпе çыхăннă парăмĕсене 7% чакарма май панă. Эппин, регионсенче социаллă обязательствăсене пурнăçламашкăн укçа ытларах юлнă.

Рубрика: