«Шупашкар - Тюмень» видеоçыхăну ăнăçлă иртр.

1 Дек, 2015

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Владимир Васильев культуролог тата Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музей директорĕ Ирина Удалова Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ «Бичурин вулавĕсем» ятпа ирттерекен наука-практика конференцине хутшăнчĕç. Ку мероприятие чăваш историне, культурипе йăли-йĕркине тата тăван чĕлхене аталантарас тĕллевпе вуннăмĕш хут ирттереççĕ.

Конференцин пĕрлехи ларăвĕ пынă вăхăтра Тюмень Шупашкарпа ятарлă видеоçыхăну йĕркелерĕ. Унта ЧР информаци политикин министрĕ А.Иванов, ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан К.Яковлев, ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ В.Клементьев, президиум пайташĕсем Ю.Анисимова тата Г.Никифоров хутшăнчĕç.

Константин Яковлев Тюмень облаçĕнчи чăвашсем хастар пулнине палăртрĕ, çакăн евĕрлĕ наука-практика конференцийĕсене ирттерни вĕсен ĕçĕн пахалăхне ÿстернине, Чăваш Ен ертÿçисем ентешсене яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе ЧНК президенчĕн пĕрремĕш заместителĕ Валерий Клементьев Çĕпĕр чăвашĕсен пĕрлĕхĕсен ертÿçисене ялан çапла пĕрле туслă ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Видеоçыхăну вĕçĕнче Тюмень чăвашĕсен пултарулăх ушкăнĕсем Шупашкарсене юрăсем парнелерĕç. Телеçыхăнăва йĕркелекенсем çакнашкал мелсемпе ĕçлени чăваш наци культурипе йăли-йĕркине, тăван чĕлхене сыхласа хăварса аталантарма, тулайра пурăнакан чăвашсемпе туслăха çирĕплетме май панине, Чăваш Ен вĕсем çинчен манманнине çирĕплетнине палăртрĕç.

Рубрика: