Патăрьелти историпе этнографи музейĕнче уяв иртрĕ

30 Ноя, 2015

Амăшĕ çут хĕвел пекех, вăл çемьене ăшăпа, савăнăçпа тултарать. Унсăрăн кил-çурт та пушă та кичем. Уяв умĕн, кĕçнерникун, Патăрьел районĕнчи Патăрьелти «Çăкăр» историпе этнографи музейĕнче «Яланах пултăрччĕ анне» уяв иртнĕ. Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкулти 2-мĕш класс вĕренекенĕсем Роза Илюткина вĕрентекен тăрăшнипе амăшĕсем валли концерт хатĕрленĕ. Наталья Румянцева экскурсовод çывăх çыннисемпе ачисен хушшинче тĕрлĕ вăйă йĕркелесе ирттернĕ.

Ачасем амăшĕсене хăйсен аллипе ăсталанă открыткăсем парнеленĕ. Музей директорĕ Ольга Гусарова вĕренекенсене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнă. Уяв вĕçĕнче музей сотрудникĕсем амăшĕсене халалланă кĕлĕ вуланă.

Рубрика: