Алексей Германов - чемпион

27 Ноя, 2015

Савăнăçлă хыпар ку. Çапах пит тĕлĕнмеллиех мар - Раççей спорт мастерĕ Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Ку хутĕнче вăл ăмăртуран икĕ медальпе таврăнчĕ.

Португалири Элвас хулинче иртнĕ чемпионатра Алексей Германов ытти яшпа пĕрле «Ташă гимнастики» тата «Гимнастика платформи» дисциплинăсенче палăрнă. Судьясем Раççей спортсменĕсен пултарулăхĕпе хастарлăхне ытараймасăр вĕсене чи пысăк балсем «парнеленĕ». Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 6-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха аталантаракан каччă Европа чемпионатĕнче икĕ çул каялла та икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕччĕ. Пĕлтĕр ЧР тава тивĕçлĕ тренерăн Оксана Дьячукăн вĕренекенĕ тĕнче чемпионатĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: