Çитмен пурнăç тĕнче кастарттарать, е

7 Мар, 2014

Узбек ирĕклĕхе хăнăхнă

Чăваш арĕсем çемьене тăрантарас, тĕпренчĕкĕсене аслă пĕлÿ парас, кил-çурта хăтлăх кĕртес тĕллевпе аякри хуласене ĕçлеме çÿреççĕ. Мĕн тăвăн? Çук пурнăç инçе çула тухма хистет. Унашкал лару-тăруллă çемьесене республикăн кирек хăш районĕнче те тупма пулать. Çамрăксем те ура çине тăрас тесе аякка иленеççĕ. Анчах юлашки вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче çичĕ ютран килнĕ çынсем ĕçлесе пурăнни те тĕлĕнтерме пăрахрĕ.

Вăрнар районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕринче Узбекистанран килнĕ арçынсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕринпе, хăйне Миша тесе чĕнтерекенскерпе, тĕплĕнрех паллашрăм. Унăн чăн ячĕ - Мухудин. Вырăсла аван калаçма пултараканскер чăвашла васкамасăр пупленине те аван ăнкарать иккен. «Ĕçтешсем ман умра вăрттăн калаçаймаççĕ», - те шÿтлесе, те чăнласах пĕлтерчĕ арçын.

Малалла вулас

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.