Чулхуларан килнĕ те - çакланнă!

27 Ноя, 2015

Федерацин алкоголь рынокне йĕркелекен службин Атăлçи округĕнчи регион управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Чăваш Ене тĕрĕслевпе килнĕ. Кунта вара ăна коррупципе çыхăннă преступленишĕн тытса чарнă.

28 çулти Максим Томилин Шупашкарта алкоголь продукцийĕ туса кăларакан тата сутакан организацие тĕрĕсленĕ. Саккуна пăснине тупса палăртнă. Кунашкаллишĕн яваплăх çирĕп - организацие административлă майпа айăпласа 1 млн таран тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Томилин вара çак «кăлтăка» курмăш тума пултарасси пирки систернĕ. Паллах, ахаль мар, «200 пин тенкĕ парăр та...»

Кун пирки часах ЧР Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленине те хыпар çитнĕ. Полици хайхи предприяти директорне ятарласа паллă тунă купюрăсем тыттарнă та тĕрĕслевçĕ патне «взятка пама» ăсатнă. Çапла вара Томилина алăранах ярса тытнă.

ЧР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - «алкоголь эксперчĕ» тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда ярса панă ĕнтĕ.

К.НИКОДИМОВ.

Рубрика: