Пике çула пÿлсен

26 Ноя, 2015

Хăрушсăрлăх тата ОНКпа çыхăнса ĕçлекен комиссин председателĕн çумĕ, РФ Общество палатин çамрăксен пуçарăвĕсене пурнăçлама пулăшакан комиссин членĕ Дмитрий Чугунов Шупашкарта икĕ кун пулнă. Пирĕн тăрăха вăл пĕрремĕш хут çитнĕ.

Малтанах Дмитрий Чугунов Чăваш Енри Общество палатин членĕсемпе тĕл пулнă. Унта вĕренÿ тата сипленмелли учрежденисенче хăрушсăрлăх тытăмне çĕнетессипе çыхăннă ыйтăва хускатнă. Çул çинчи хăрушсăрлăх çинче те чарăнса тăнă. Çав кунах Дмитрий Чугунов ЧР Наци библиотекинче çамрăксен юхăмĕсен лидерĕсемпе, тĕрлĕ форум çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă. Уçă калаçура тĕрлĕ ыйту панă. Малтанах Дмитрий Чугунов ертсе пыракан «СтопХам» федераци проектне аталантарасси пирки каласа кăтартнă. Ку проекта пуçарас шухăш мĕнле çуралнипе те паллаштарнă вăл. Пĕррехинче Мускавра унăн çулне пĕр хĕр пÿлнĕ. Руль умĕнчи пике машинине ун умне лартнă та кафене кофе ĕçме кайнă. Икĕ сехетлĕхе… Çак проекта пуçарсан вăл хăйĕн пирки япăх сăмах чылай илтнĕ. «Сана çурăмран сураççĕ тĕк, эппин, эсĕ малта пыратăн», - çапла пĕтĕмлетнĕ Дмитрий Чугунов тĕл пулăва.

Рубрика: